Моргаушский муниципальный округ

Чăваш халăхĕн сумлă профессорĕ

Леонид Павлович Сергеев – паллă чĕлхеçĕ, чăваш диалектологине тĕпчес ĕçĕн пысăк ăсти, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ /1974/, профессор /1981/, РФ тата ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1990, 2001/, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ /1992/, Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ /2000/, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ /2012/. Вăл шкул ачисемпе вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ нумай-нумай кĕнекепе темиçе ăру ăс пухса пурнăç çулĕ çине тухнă, малашне те вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче ăсчахăн ĕçĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмĕç.

Л.П.Сергеев 1929 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче çуралнă. Шăпи пылпа çу хыптарсах кайман ăна: пĕчĕклех амăшĕсĕр юлнă. «Манăн лексикăра «анне» сăмах пулман, – тет вăл хăйĕн çăмăл мар ачалăхне аса илсе. – Эпĕ ăна ас тумастăп». 1935-1939 çулсенче ялти пуçламăш, ун хыççăн Муркашри вăтам шкулсенче ăс пухать. 1945 çулта вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн литература факультетне вĕренме кĕрет. Унта Леонид Павлович тăрăшса вĕренет. 1948 çулта виçĕ курс пĕтернĕ каччăна Муркаш районĕнчи Тойкилтĕ шкулне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме яраççĕ. Çамрăк вĕрентекен шкул ачисен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе радио, фото, литература, драма куржокĕсем йĕркелет. Хастар учителе малтан директора, унтан Муркаш районĕн çут ĕç пайĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре вăл пĕтĕм вăйне хурать: шкулсенче вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăхлатассишĕн те, кивĕ шкулсене юсанипе пĕрлех çĕнĕ çуртсем тăвассишĕн те, шкул çулне çитнĕ ачасене пурне те вĕрентессишĕн те...

Çав тапхăртах çамрăк педагог ăслăлăхпа тĕпчев енне ытларах та ытларах туртăнма пуçлать, диалектологи экспедицийĕсене кая-кая килет, ăслăлăх статйисем пичетлет. Çак туртăм пулас ăсчаха аспирантурăна илсе çитерет. Ăна пĕтернĕ хыççăн республикăри ăслăлăх тĕпчев институтне ĕçлеме килет, филологи наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет. Тĕпчев институтĕнче пултаруллă ăсчаха вăхăт иртнĕ май пысăкрах та пысăкрах должноçа куçараççĕ: кĕçĕн наука ĕçченĕ, аслă наука ĕçченĕ, пай пуçлăхĕ...

Чăваш чĕлхин калаçăвĕн уйрăмлăхĕсене туллин тĕпчес тесе Леонид Павлович Чăваш Республикинче çитмен вырăн хăвармасть. Тĕрлĕ çулта вăл Сарă ту, Пенза, Чĕмпĕр, Самар, Эрĕнпур чăвашĕсем патĕнче пулнă, Тутарпа Пушкăрт республикисене кайса унта пурăнакан чăвашсен калаçăвне, историне тĕпченĕ. 1972-1984 çулсенче Леонид Павлович РСФСР Çут ĕç министерствин Наци шкулĕсен наука тĕпчев институчĕн лабораторийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, чăваш шкулĕсем валли тăван чĕлхепе литература программисемпе учебниксем, тĕрлĕ вĕренÿ кĕнекипе пособине сахал мар хатĕрленĕ, филологи наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ.

1979-1984 çулсенче пултаруллă ăсчах Чăваш лабораторийĕнче ĕçленипе пĕрлех педагогика институчĕн пуçламăш класс учителĕсене хатĕрлекен факультетĕнчи студентсене чăваш чĕлхи вĕрентет. Хальхи вăхăтра Л.П.Сергеев – педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин профессорĕ. Студентсене тăван чĕлхен кун-çулĕпе пуянлăхне паллаштарас тесе ырми-канми ĕçлет, аспирантсене хатĕрлет. Вăл 15 наука кандидачĕ хатĕрленĕ. Хăй тăрăшнипе уçăлнă чăваш диалектологийĕн лабораторине ăнăç¬лăн ертсе пырать.

Леонид Павлович 350 ытла тĕпчев ĕçĕн авторĕ. Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче вăл тишкермен ыйту сахал пулĕ. Пирĕн вĕрентекенĕмĕр фонетика, лексикологи, фразеологи, лексикографи, сăмах пулăвĕ, морфонологи, морфемика, морфологи тĕпчессипе нумай вăй хунă, халĕ те тăрăшать. Эпир ĕçтешĕмĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, ăна малалла та тухăçлă ĕçлеме вăй-хал сунатпăр.

Леонид Павловича халалласа çĕртмен 3-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «XX-XXI ĕмĕрсен хутлăхĕнчи наци чĕлхисемпе вĕсен диалекчĕсем: теори тата практика» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртĕ.

Татьяна ДЕНИСОВА,

ЧППУ чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи



"Хыпар"
04 июня 2014
09:06
Поделиться