Моргаушский муниципальный округ

Текех чиркӳпе юнашар мар

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче информаципе культура центрĕ уçнă. Унчченхилле каласан, ку вăл клуб тенине пĕлтерет-ха. Анчах хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази унчченхинчен пачах ылмашса тăнине шута илсен, çĕнĕрен уçнă çав центр ахаль клуб кăна та мар. Унта тĕрлĕ информаципе технологийĕпе усă кураççĕ. Мăн Сĕнтĕрте тем тĕрлĕ кружок ĕçленипе пĕрлех çынсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне «пĕр чӳрече» меслетпе кӳрекен офис та вырнаçнă, вулавăш та...

Маларах вара мăн сĕнтĕрсем арçынсен мăнастирĕ çумĕпе юнашар вырнаçнă çуртра массăллă тĕрлĕ мероприятие пухăннă иккен. Чиркӳпе çуммăн клуб пулни вырăнлах мар тесе çав çурта мăнастире пама йышăннă. Республика хыснинчен 16 миллион тенкĕ ытла уйăрнипе культура учрежденине хута яма май килнĕ.

Сăнсем (47)



http://www.chuvash.org/
05 июля 2013
16:56
Поделиться