Иван Яковлевпа Николай Никольские халалласа
Часах чăвашсен çутта кăларуçи И.Я.Яковлев çуралнăранпа - 165, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, Атăлпа Урал халăхĕсен тĕпчевçи Н.В.Никольский çут тĕнчене килнĕренпе 135 çул çитет. XIX-XX ĕмĕрсен хутлăхĕнче пурăннă чăваш улăпĕсен пурнăçĕ тÿрремĕнех Тутарстанпа тата авалхи Хусанпа тачă çыхăннă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче тата çу уйăхĕнче Иван Яковлевичпа Николай Васильевича асăнса Чăваш Енре кăна мар, Мускавра, Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутар Республикинче тата çĕр-шывăн чăвашсем йышлăн пурăнакан хăш-пĕр регионĕнче çулленех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.
Вунă çул каялла «Хыпар» хаçат редакцийĕ пуçарнипе тата çак йĕркесен авторĕ тăрăшнипе Чăваш чĕлхин кунне тата Н.В.Никольский профессорăн 125 çулхи юбилейне халалласа çăмăл атлетикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш чупăвне ирттерме май килчĕ. Ун чухне вун пилĕк спортсменран тăракан марафонецсен тата чупма юратакансен ушкăнĕ Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнчен пуçласа Пăва хули - Елчĕк - Комсомольски - Канаш тата Çĕрпÿ хулисем - Кÿкеç поселокĕ - Шупашкар - Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ маршрутпа пĕр эрнере 300 çухрăмлă дистанцие парăнтарчĕ.
И.Я.Яковлевпа Н.В.Никольский юбилейĕсене халалланă кăçалхи чупу урăхларах çулпа иртет. Унăн маршрутне Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н.Яковлев, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.П.Леонтьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Тутарстанра çуралса ÿснĕ чăвашсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн председателĕ Н.Ф.Угаслов ертсе пыракан йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ.
Чупăвăн пирвайхи икĕ кунĕнче маршрут Тутарстанри Теччĕ, Пăва тата Çĕпрел районĕсем тăрăх иртет. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 11 сехетре Кăнна Кушкинче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă савăнăçлă митинг пуçланать. Унта СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионки, XXV Олимп вăййисене хутшăннă А.П.Иванова ертсе пыракан çăмăл атлетсен сумлă делегацийĕ те хутшăнать. Çакна палăртма кăмăллă: Алина Петровна кăçалхи чупăвăн командирĕ тата Пĕтĕм тĕнчери XXVII çуллахи Универсиадăн посолĕ.
Савăнăçлă митинг вĕçленсен Кăнна Кушкинче И.Я.Яковлев музейĕпе тĕплĕн паллашнă тата вырăнти халăхпа тĕл пулнă хыççăн чупу пуçланать. Тепĕр сехетрен марафонецсем Сĕве шывĕ урлă каçса Пăва районĕнчи Кивĕ Пăрăнтăк тата Пÿркел ялĕсене çитеççĕ. Сăваплă çак вырăнсенче 150 çул ытларах каялла чăвашсен пулас Патриархĕ тăтăшах пулнă, Кивĕ Пăрăнтăкри чиркÿ-прихут шкулĕнче тăватă çул вĕреннĕ, кунти пачăшкăн çуртĕнче пурăннă.
Пуш уйăхĕн варринче Пÿркелте çуралса ÿснĕ чăвашсен пирвайхи писателĕсенчен, XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен чи паллă ăсчах-идеологĕсенчен пĕри И.Н.Юркин çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Çавна май Иван Николаевич пурăннă Пÿркелти çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Пирĕн спортсменсем чупăвăн пĕрремĕш кунĕнче авалхи хăйне евĕрлĕ кирпĕч çуртра тата вырăнти вăтам шкулта пулса кураççĕ. Юркинсем пурăннă çуртра халĕ - Иван Николаевичăн музейĕ.
Çав куна марафонецсем Пÿркелтен Хирти Кушкă, Кивĕ Мертлĕ тата Яскуль ялĕсем витĕр чупса авалхи Элшеле çитеççĕ. Чăн-чăн сăваплă та ытарайми Тăхăрьял тăрăхĕн чĕри вырнаçнă кунта. Мухтавлă та чапа тухнă мĕн чухлĕ чăваш çуралса ÿсмен пулĕ Элшел йĕри-тавра вырнаçнă ялсенче! Вĕсенчен нумайăшĕ ĕмĕр çурă яхăн каялла Элшелĕнче уçăлнă шкулта пĕлÿ илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ йăлана кĕнĕ чупăва йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ тата Тутар Республикинчи К.Г.Яковлев профессор ертсе пыракан Чăваш наци-культура автономийĕ пирĕн халăхăн улăпĕсен юбилейĕсене халалланă савăнăçлă каçа Элшелĕнчи культура çуртĕнче ирттерме палăртнă.
Йĕркелÿ комитечĕ сĕннипе çак кунсенче «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин пай пуçлăхĕ Вера Лысова, чупу командирĕ, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Алина Иванова тата ĕçпе спорт ветеранĕ Петр Сидоров Тутарстанăн хĕвел анăç пайĕнчи районсенче пулса курчĕç, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланакан чупу маршручĕпе тĕплĕн паллашрĕç.
Чи малтан Пăвара пире район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Х.Абузяровпа унăн çумĕ В.Н.Егоров йышăнчĕç. Рафаэль Хазиевич пуш уйăхĕн вĕçĕнчех çăмăл атлетика чупăвне хатĕрленсе ирттерес ĕçпе çыхăннă пур мероприятие те йĕркеллĕ ирттерме Валерий Николаевича хушнă. Район администрацийĕн ларусен залĕнче чупу йĕркелес ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта Пăва районĕнчи чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçисем, хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе старостисем, Пÿркел тата Элшел вăтам шкулĕсен директорĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ И.Я.Яковлев Пăва уесĕнче çуралса ÿснине шута илсе, вăл яш чухне кунта вĕреннĕ тата пурăннă ялсемпе сăваплă ытти вырăна та çитсе курмалли çинчен каларĕ тата кăсăклă ытти сĕнÿ пачĕ.
Унтан эпир Çĕпрел районне çитрĕмĕр. Чупу иртекен маршрутпа кунта пире район администрацийĕн çумĕ А.И.Сарафанов паллаштарчĕ. И.Я.Яковлевпа Н.В.Никольский юбилейĕсене халалланă мероприятисем ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçхине Çĕпрелти Тĕп лапамра тата районти культура çуртĕнче иртеççĕ.
Петĕр ЛАШТАЙ