Йÿçкасси чиркĕвĕ çĕнелчех
Йÿçкассине Муркаш енчен пырса кĕрсен сылтăмра чиркÿ мăнаçланса ларать, малтан вара больница çурчĕ тунсăхлăн курăнатчĕ.
1898 çулта Давид Вульфович Высоцкий купса укçипе Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан /Чудотворец/ Сăваплă Николай ячĕпе пĕр престоллă чиркÿ туса лартнă. 1936 çулта чиркĕве хупнă. Çав вăхăтра влаçра пулнă çынсем чиркÿсене çĕмĕрсе аркатма ирĕк панă. Çак чиркĕвĕн тăррине антарсан çуртра пĕр хушă ачасем вĕреннĕ. 1951 çулта больница уçăлнă. 2008 çулччен кунта çынсене сипленĕ. Кайран сыватмăш çул урлă вырнаçнă икĕ хутлă çĕнĕ çурта куçнă...
2008 çулхи нарăс уйăхĕнче Йÿçкасси прихутне кĕрекен ялсенчи халăх уйăрнă уполномоченнăйсен пухăвĕ иртнĕ. Унта чиркĕве çĕнĕрен тума пуçласси çинчен калаçнă. Пухура ĕçе йĕркелеме староста суйланă. Çынсем пĕр шухăшлă пулса çак тивĕçе Зиновий Михайлович Кутузова шаннă. «Ударник» совхоз директорĕнче, лаборатори ертÿçинче нумай çул ĕçленĕ вăл. 70 çул урлă каçнă пулин те çак йывăр ĕçе хастаррăн тытăнчĕ. Хĕллех ял халăхĕнчен укçа пухма пуçларĕç. Зиновий Михайловичăн сахал мар çул çÿреме тивнĕ, анчах та хăйне çакăншăн укçа тÿлессине кĕтмен вăл. Чиркÿ туса пĕтеричченех мĕн пур ĕçе яваплăха туйса пурнăçларĕ.
Манăн унпа нумайччен калаçса ларма тÿр килчĕ. Вăл Вăрманкас Сурăмри платниксене мухтарĕ. Унта пурăнакан Василий Степанов предприниматель чиркÿ тума нумай пулăшни çинчен каларĕ. Чиркÿ пăснă вăхăтра унăн аслашшĕ шăпах староста пулнă. Ашшĕ пурăнать-ха, 96 çула çитнĕ. Ун чухне вăл - 17 çулти çамрăк. Сăваплă вырăна пăстарас мар тесе тăрăшнă, анчах та ăна итлемен. Унтанпа нумай шыв юхрĕ. Чылай çĕрте чиркÿсене çĕнĕрен туса лартма тытăнчĕç. «Эсир укçа ĕçлесе илме пултаратăр. Çак чиркĕве туса пĕтермеллех», - ывăлĕ çурт-йĕр тăвас енĕпе пĕлÿ илнине шута илсе çапла каланă ăна ашшĕ. Василий проект хатĕрленĕ, 200 пин тенкĕ ытла хывнă. Машинипе кирлĕ хатĕрсене турттарса та пулăшнă.
Халăх ĕçленине кура хуçалăх ертÿçи Платон Давыдов чиркÿ тума нумай пулăшнă. Вăрманкасра çуралса ÿснĕ Владислав Капитонов канмалли кунсенче хăйĕн рабочийĕсене Йÿçкассине илсе килнĕ. Юрий Петров пĕр машина хăма укçасăрах панă. Актайра пурăнакан пĕр кинеми пухса пынă пенси укçине, 200 пин ытла тенкĕ, хывнă.
Чиркÿ чĕрĕлсе тăтăр, ĕçлетĕр тесе прихутри çынсем чăнах та тăрăшрĕç. Пархатарлă ĕçе хутшăннă мĕн пур çынна, уйрăмах Вăрманкас Сурăмсене, тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн тăрăхра мĕн ĕлĕкренех Христос çÿле хăпарнине /Вознесение/ Мăн кун хыççăн 40 кунтан паллă тăваççĕ. Вăл яланах кĕçнерни куна лекет. Çавăн чухне уяв - Йÿçкасси ярмăрккине /пуххине/ - ирттернĕ. Таврари ялсенчи халăх йышлă пухăннă. Паян çак праçник çĕнĕлле иртет. Ытларах чухне ăна çур аки хыççăн йĕркелеççĕ. Ĕçре палăрнă механизаторсене, рабочисене преми, грамота парса хавхалантараççĕ. Тĕрлĕ тавар сутакансем, лавккасем тухаççĕ. Хуларан килнĕ артистсем концерт кăтартаççĕ. Вырăнти юрă-ташă ăстисем те халăха савăнтараççĕ. Чиркÿ ĕçлеме пуçланă май çак кун кĕлĕ иртет. Кăçал ку праçник, Христос çÿле хăпарнă кун, çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулать. Килсе курăр Йÿçкасси ялне.
Илья ЯКОВЛЕВ.
Муркаш районĕ,
Хурăнкасси ялĕ