Паян - никĕс, ыран - çурт
26.05.2012 | |
Надежда СМИРНОВА. |
Малашне те çак хăвăртлăхпах аталансан Муркаш та кĕçех хула шайне çĕкленĕ. Кунта халĕ икĕ хутлă çуртсем çеç мар, 3-4 хутли ытларах. Çапла тума пулăшаканĕ - Владислав Семенов ертсе пыракан «МСО «Моргаушская» АХО. Асăннă организаци ытларах Парк урамĕнче ĕçлет. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче кунти 4-мĕш çуртăн /виçĕ подъездлă, 48 хваттерлĕ/ никĕсне хывнăччĕ, кĕр енне вара унта çамрăк пилĕк çемье, ултă çамрăк специалист, тăхăр салтак арăмĕ тата ытти те пурăнма пуçланă.
Çак кунсенче Парк урамĕнчи 6-мĕш çуртăн никĕсне янă. Ăна вырăнти чиркÿ настоятелĕ Федор атте сăвапланă. Эпир те çитсе куртăмăр стройкăна. Геннадий Петров ертсе пыракан бригада хальлĕхе кирпĕч купалама пуçламанччĕ-ха, çапах та çулталăк вĕçĕнче çурт çи витти айĕнче ларасса шантарчĕ.
Алексей Игнатьев мастер та планпа çитес çулăн çĕртме уйăхĕнче туса пĕтермелли объекта чылай маларах вĕçлесси пирки иккĕленмест. Техника тикĕссĕн ĕçлени, ертÿçĕсен мал курăмлăхĕпе çаврăнăçулăхĕ, тăрăшулăхĕ, строительсен пысăк опычĕ, ĕçре мĕн кирли çителĕклĕ пулни çапла тума пулăшаççĕ. Опыт тенĕрен, сăмахран, Геннадий Петров бригадир организацире 37-мĕш çул вăй хурать, Алексей Игнатьев мастер - 1984 çултанпа. Геннадий Егорович - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ. Штукатур-малярсен ушкăнĕн ертÿçи Венера Золототрубова пирки те çавнах каламалла. Венера Анатольевна, 1974 çултанпа стройкăра ĕçлекенскер, «РСФСР Хура тăпраллă мар зонине çĕнетсе улăштарнăшăн» медале тивĕçнĕ. Вăл хальхи вăхăтра Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çуртра вăй хурать. Палăртса хăварар: çак объекта строительсем иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче килнĕ. Хĕл каçа 24 хваттерлĕ çурта хăпартса лартнă, халĕ кунта штукатур-малярсем хуçаланаççĕ, ытти специалистсем - газ, электричество енĕпе çыхăннисем - ĕçлеççĕ, рабочисем çурт таврашне тирпей-илем кĕртеççĕ. Çĕртме уйăхĕнче унти пĕтĕм ĕçе вĕçлесшĕн.
Владислав Семенов организацие пиллĕкмĕш çул ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх - коллективран /унта 62 çын/ тухса каякан çукпа пĕрех. Мĕн тытса тăрать вĕсене? Чи малтанах, ĕç пурри, уншăн /уйăхри вăтам ĕç укçи 11750 тенкĕ/ вăхăтра тÿлени, социаллă çăмăллăхсемпе усă курни.
Владислав Семеновăн строителĕсем районти хуçалăхсен, организацисен, çавăн пекех уйрăм çынсен çурт-йĕрне юсама, реконструкци тума пулăшаççĕ. Кирлĕ чухне организаци хăватлă, ятарлă техникăпа - кранпа, экскаваторпа тата ыттипе те - тивĕçтерме хатĕр.
Муркашри МСОн ĕçĕпе халăх кăмăллă пулнине çак самантсем те аван çирĕплетеççĕ. Салара туса лартнă çуртсенче хваттер илес текенсен хушшинче Муркаш район çыннисем çеç мар, ютран килнисем те чылайăн. Эпир организацире пулнă кун Парк урамĕнчи 6-мĕш çуртра хваттер туянас текенсем те пурччĕ. Сăмахран, Москакассинчи «Шăнкăрав» ача пахчинче логопедра ĕçлекен Валентина Гусева амăшĕн капиталĕн свидетельствипе усă курасшăн.
Владислав Николаевич витĕмĕпе кунта спорт пирки те çĕнĕрен аса илнĕ. Тахçан маларах организацие ертсе пынă, Хура тăпраллă мар зонăри агропромстройăн тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Гусак ячĕллĕ парнене çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ ирттерме пуçланă. Бокспа хоккей енĕпе ăмăртусене хутшăнакансене пулăшасси те йăлана кĕнĕ. Организацин спорт залĕнче бокс секцийĕ ĕçлет. Ăна СССР спорт мастерĕ Сергей Черкашин афганец тренер ирттерет. Унта вырăнта ĕçлекенсем çеç мар, çывăх шкулта вĕренекенсем те вăй-хала пиçĕхтереççĕ. Спортра туптаннă кăмăл, кĕлетке йывăр ĕçе те çăмăллăнах хăнăхать.
Надежда СМИРНОВА.