Юнкă шкулĕ хыпарлать. Хусанта халĕ Мария лартнă йывăç та пур
Раççейĕн пур кĕтесĕнчи - Балтика тинĕсĕнчен пуçласа Лăпкă океан таранах - çамрăк лесничийсем сентябрĕн 27-мĕшĕнче Хусана пухăннă. Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш съезда 55 регионти 300 ытла делегат килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче - Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен Мария Сытина. Вăл Куславкка районĕнчи Мария Христофоровăпа пĕрле Чăваш Республикин представителĕ пулнă.
Çамрăк экологсем селлекципе вăрлăх центрĕнче, дендрологои садĕнче тата ытти вырнăсенче пулса курнă. Чылай мастер-класс ĕçленĕ унта. Хастар ĕçĕпе палăрса Мария Сытина дипломпа хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Съездăн анлă та интереслĕ программипе делегатсем йывăç лартассине те пăхса хунă. Халĕ кÿршĕ республикăра пирĕн Мария лартса хăварнă йывăç та пур.
Ăнăçлă «вĕçев»
Космонавтика çулталăкĕ пулнăран пирĕн шкулти çамрăк космонавтсен отрячĕн кăçал нумайрах мероприятие хутшăнма май пулчĕ. Акă сентябрĕн 30-мĕшĕнче эпир «Çул - космоса» республикăри наукăпа практика конференцине те хутшăнтăмăр.
Конференцире çĕр-шыв космонавтикин 50 çул хушшинчи аталанăвĕ, республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕн программи, Чăваш ен поэчĕсемпе писателĕсен произведенийĕсенчи космонавтсем пирки долкладсем пулчĕç. Сумлă çынсем паллаштарчĕç вĕсемпе: СССР тава тивĕçлĕ штурман испытателĕ, Раççей Геройĕ И. Ирейкин, çар наукисен докторĕ И. Николаев полковник, Чăваш халăх поэчĕ В. Туркай тата ыттисем.
Эпир вара çулталăкри хамăр пурнăçланă ĕçсем тата ăнăçусеем çинчен каласа патăмăр. Раççей тата республика шайĕнчи наградăсем Юнкăри çамрăк космонавтсен сахал мар. Çапла ăнăçлă «вĕçнĕшĕн» пирĕн отряд дипломпа парнесене тивĕçрĕ.
И. Киршева, шкулти аслă вожатăй.