Моргаушский муниципальный округ

Çĕнĕ технологипе выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Муркаш районĕнче кăçал пуçласа утта пропион кислотипе усă курса рулона хываççĕ. Суворов ячĕллĕ хуçалăхра çĕнĕ технологие пĕлтĕрех пурнăçа кĕртесшĕнччĕ. Шăрăх çанталăк выльăх апатне пахалăхне çухатмасăр типĕтме май пачĕ. Кăçал çумăр çусах тăнăран хими консерванчĕпе усă курни çав тери вырăнлă. Кислота утăри нÿрĕклĕхе 25-30% таран чакарать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - çĕнĕлĕхпе усă курни йÿнех мар. Пĕр тонна пропион кислоти 162 пин тенкĕ тăрать. Апла пулин те вăл хăйĕн хакне кăларать. Утăн çĕрес хăрушлăх çук, кăвакармасть, пахалăхĕ чакмасть.
Хими консерванчĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Усăллă лактобактерисене сарăлма май панăран тĕрлĕ микроб хирĕç тăраслăхĕ пĕр çул таранах упранать. Консервланă масса хĕл сиввинче шăнмасть, выльăха энерги парса тăрать. Пĕр килограмм кислота 4 апат единиципе танлашать. Вăл выльăх-чĕрлĕх организмĕнче пухăнмасть, кăмрăк йÿçек газĕ пулса тухать. Çакă организмра сахăрпа протеин шайлашăвне тытса тăма май парать. Консервланă утă хĕрсе каймасть, çĕрмест. Виçĕ çул таран йĕркеллех упранать.
Кăçал хуçалăхăн пропион кислоти сенаж хатĕрлеме те çитет. 200 литрпа 1 пин тонна сенаж хывма май пур.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх пайне ертсе пыракан Владимир Калинин каланă тăрăх - çĕнĕ технологипе ĕçлес текен хуçалăх йышлансах пырать. “Оринино”, “Передовик”, “Герой”, “Свобода” ял хуçалăх предприятийĕсем те пропион кислотипе усă курса сенаж хывма хатĕр. Хăшĕсем консерванта кÿрсе килнĕ ĕнтĕ, теприсем ăна çывăх кунсенче хатĕрлеççĕ. “Тепĕр 3-4 хуçалăх йÿçекпе усă курать”, - пĕлтерчĕ Владимир Аркадьевич.



"Хыпар"
02 июля 2011
00:00
Поделиться
;