Тĕллев кăтартусене çĕнетме хистет
Владислав Ананьев Муркаш районĕнчи «Свобода» хуçалăха ертсе пыма тытăнни çулталăк ытларах çеç-ха. Ял хуçалăх производствинче, район администрацийĕн пай пуçлăхĕнче вăй хунăран вăл çĕр ĕç культурин вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет. Пĕрлешÿ тилхепине тытма халăх çавăнпа шаннă та ăна.
Хăй те вĕсен кăмăлĕнчен иртеймен - килĕшнĕ.
«Свобода» выльăх-чĕрлĕх ĕрче-тессипе специализациленет. Хуçалăхăн сумалли 291 ĕне, мăйракаллă шултра выльăх - 690, сысна 1809 пуç. Хĕл кунти выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн те йывăр иртрĕ. Эльвира Замятина тĕп зоотехник илсе кăтартнă хăш-пĕр цифра кăмăла çĕклерĕ.
Нина Петровнăпа Нина Пимменовна Федоровăсем сĕт сăвассипе иккĕшĕ те маттур, ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Нина Петровна кăçалхи 4 уйăхра кашни ĕнерен пĕлтĕр-хи çак тапхăртинчен 247 килограмм нумайрах сĕт сунă.
Сысна самăртассипе Сергей Федоровпа Юрий Мастеров ырă тĕслĕх кăтартаççĕ: вĕсем пăхакан выльăхсем талăксерен 841 грамм ÿт хушаççĕ.
- Уйрăм çынсен хастарлăхне пула выльăх-чĕрлĕх пăхакансем час-часах ырă ята тивĕçеççĕ. Ку çитĕнÿсем пирĕншĕн чикĕ мар, - тет Эльвира Фадеевна. - Палăртнă тĕллев кăтартусене çĕнетме хистет.
Чи кирли - выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесси. Хĕл хырăмĕ пысăк. Утă-улăм çеç мар, фураж та тулăх кирлĕ.
Халĕ хуçалăхра хĕрсех çур аки пырать. Андриян Блинов тĕп агрономпа уй-хирте пулса механизаторсен ĕç-хĕлĕпе çывăхрах паллашрăмăр. Пĕрисем çĕр хатĕрлеççĕ, теприсем паха вăрлăха çий-ĕнчех варăнтараççĕ. Кĕрхисемпе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсенче вăхăтра нÿрĕк тытнăран пусăсем инçетренех ем-ешĕл курăнаççĕ, кăçал аван тухăç парасса шантараççĕ.
«Свободăра» машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать. Кадр ыйтăвĕн çивĕчлĕхне те вăхăтра татса панă - специалистсем пур отрасльте те çителĕклĕ.