Муркашсем - «Хыпар» тусĕсем, тăванĕсем
тусĕсем, тăванĕсем
Пĕтес пек кисренет тĕнче!
Ун тăнăçсăр кĕрлевĕнче
Ăса, чуна мĕскер хăтарĕ?
Чăвашлăх пур-ха чунсенче!
Ун пиллĕ Ĕмĕрлĕхĕнче
Янрать - Никольскийĕн “Хыпарĕ” -
çапла çырнă 2003 çулта Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи.
“Никольскийĕн “Хыпарĕ” кăрлачăн 21-мĕшĕнче шăпах 105 çул тултарчĕ. Ĕмĕр ытла вăл тăван халăхпа пĕрле, ĕмĕр ытла ун савăнăçĕпе тата ĕмĕчĕпе, кулянăвĕпе тата ыратăвĕпе пурăнать.
Муркаш хутлăхĕ - “Хыпар” никĕслевçин Николай Никольскин тăван кĕтесĕ. Çавна май унта пурăнакансемшĕн чăваш халăх хаçачĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ентешĕн пилĕпе, вăйĕпе, укçи-тенкипе кун-çути курнă хаçат хальхи вăхăтра районта 592 киле çитет. Иртнĕ çур çулта ăна 525 çемье илсе тăнă.
“Хыпарăн” сумлă менелникĕ район ĕçченĕсемшĕн те хаклă пулнине виçĕм кун Муркаш районĕн ачасен тĕп вулавăшĕнче иртнĕ “Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ” “çавра сĕтел” те лайăх çирĕплетрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Андреева ертсе пынă мероприятие районти паллă çынсем - Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Никитин, Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин вĕрентекен, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Жуков композитор, Сосновкăри вулавăш ертÿçи, Николай Никольскин кунти музейĕн директорĕ Татьяна Степанова, çак шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алиса Иванова, районти “Çĕнтерÿ ялавĕ” хаçатăн пай пуçлăхĕ Наталья Николаева, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, вĕсен организацийĕн председателĕ Мария Виноградова, библиотекарьсем, шкул ачисем - хутшăнчĕç.
“Çавра сĕтел” мĕнле ыйтусене хускатрĕ-ха? Хаçат никĕслевçин Николай Никольскин кун-çулĕпе пурнăçĕнчен тытăнса “Хыпарăн” паянхи пĕлтерĕшĕ, миссийĕ таранах. Калаçури хăш-пĕр шухăшпа вулакансене паллаштарасшăн.
Евгений Ерагин:
- Эпĕ “Хыпарпа” /маларах “Коммунизм ялавĕччĕ”/ 1962 çулта çывăхланнă. 1976 çулта вăл мана питĕ пулăшрĕ. Мĕнле майпа-ха? Унта пичетленнĕ статьясемпе вырăнлă, пĕлсе усă курса конкурсра çĕнтертĕм.
Мана тавра пĕлÿ, халăх йăли-йĕрки кăсăклантарать. Ку енĕпе хам та тĕпчев ĕçĕсем çыратăп, темиçе кĕнеке кăлартăм. Вĕсенче асăннă чылай саманта “Хыпарта” вуласа пĕлнĕ. Иртнĕ çул кун çути курнă “Çимĕк-çинçе çитсессĕн” кĕнекере те чăваш халăх хаçатĕнче пичетленнĕ йĕркесем пур. Эпĕ вĕсене унтан илнине палăртнă.
Ман шухăшăмпа, тарăн пĕлÿллĕ, пысăк тавра курăмлă ентешĕмĕр пуçарнă хаçатăн никĕсĕ çирĕп, шанчăклă. Маншăн вăл чăваш турри вырăнĕнче.
Юрий Жуков:
- Манăн атте - “Хыпар” хаçат тантăшĕ. Вăл та, анне те чăваш хаçатне юратса вулатчĕç. Пилĕк пиччепе йăмăк та, эпĕ те ăна алăран яман.
“Хыпар” культурăпа искусство ыйтăвĕсене туллин çутатать. Манăн чылай юрă унта пичетленнĕ. Ку çеç те мар, пурăнма вĕренмеллипе, çын шăпипе çыхăннă материалсене те киленсе вулатăп. Чăвашлăхшăн тăрăшать хаçат, çавăнпа килĕшет те.
Пĕррехинче вулакансен ушкăнĕ манăн “Хĕрарăм куççулĕ” юрра пичетлеме ыйтса хаçата çыру янă пулнă. Редакци ăна Композиторсен союзне çитернĕ. Унтан çапла хурав илнĕ: “Ун пек юрă пуррине пĕлместпĕр”, - тенĕ. Çапах та хаçат ыйтăва пурнăçланăччĕ, юрра пичетленĕччĕ.
Николай Никитин:
- Пирĕн çемьере те чăваш хаçачĕ сумра. Апат çиме лариччен аттепе анне малтан унпа паллашатчĕç.
Паянхи «Хыпар» - республика çеç мар, тĕнче хыпарçи. Вăл çыннăн ăс-хакăлне пуянлатнисĕр пуçне воспитани енĕпе те витĕм кÿрет. Кашни çыннăн хăй пурăнакан вырăна, яла, района юратмалла, хисеплемелле. Эпир, Муркашсем, Николай Никольский пулнишĕн, вăл чĕртнĕ вучах - «Хыпар» хаçат - малалла вăй илсе пынишĕн мухтанатпăр. Унăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе хам та хаçата май килнĕ таран пулăшатăп. Сăмахран, темиçе çул ĕнтĕ ветерансемпе пĕчĕк тупăшлă çемьесене «Хыпар», ытти хаçат çырăнса паратăп.
Татьяна Степанова:
- Никольский паянхи кунчченех хавхалантарать. Ун ячĕпе музей уçнине халăх пĕлет ĕнтĕ. Унти фонд вăхăтран-вăхăт пуянланать. Иртнĕ çул пирĕн ялта пыл уявĕ иртрĕ. Çавăн хыççăн çĕнĕ экспонатсем хушăнчĕç. Николай Васильевич та тăван ялĕнче утар тытса тăнине пĕлетпĕр.
Унччен те каланă, халĕ те çаплах шухăшлатăп: ентешĕмĕр ятне вилĕмсĕрлетес ĕçре «Хыпар» хаçат, унăн тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев нумай пулăшрĕ.
Алевтина Андреева:
- «Хыпар» паян чăннипех те республикăри хаçат-журнал хушшинче чи хисепли, Раççейри наци хаçачĕсен йышĕнче чи сумлисенчен пĕри. Вăл ĕмĕр ытла культурăпа çут ĕç миссине пурнăçласа пырать. Çавăн пекех социаллă пурнăç, экономика, политика ыйтăвĕсемпе çивĕч материалсем пичетлет, кулленхи хыпарсемпе паллаштарать, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетет. «Хыпар» - чăваш пурнăçĕн çул çыравĕ.
«Хыпарăн» 105 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем çак кунсенче районти культура учрежденийĕсенче пуринче те иртĕç.