Моргаушский муниципальный округ

Марафона пыл ăстисен уявĕ уçрĕ

01
Культура пулăмĕсен марафонĕ - Культура программисен республика дирекцийĕн кĕркуннехи йăлана кĕнĕ мультипроекчĕ. Вăл федерацин Атăлçи округĕн «Атăлçи культура тĕп хули» программин тĕп шухăшĕсене, тĕллевĕсене малалла тытса пыраканĕ.

2003 çулта Шупашкар Атăлçи культура тĕп хули пулнăччĕ.

Шăпах çавăн чухне культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ майсемпе, мелсемпе усă курма пуçларĕç. Фестивальсем, концертсем, интерактивлă куравсем, «çавра сĕтелсем», инновацин ытти проекчĕ республика культура общественноçне «ура çине» тăратнăччĕ. Чи курăмли Культура пулăмĕсен марафонĕ пулнăччĕ. Ун хÿттипе 100 ытла акци тата тĕрлĕ жанрлă мероприяти йĕркеленĕччĕ.

2004 çулта, Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ЧР Президенчĕн гранчĕсен уçă конкурсĕ иртнĕччĕ. Çавăнтанпа инноваци проекчĕсем культура пулăмĕсен республика марафонĕн никĕсĕ шутланаççĕ. 2006 çулта марафон хăйĕн чиккине анлăлатрĕ, мероприятисем тĕп хулара çеç мар, республика районĕсемпе хулисенче те иртме пуçларĕç. Çакă унти пурнăçа çĕнĕ вăй, хавхалану кĕртрĕ, унти тăрăха малалла аталантарма, çĕклеме çĕнĕ майсем туса пачĕ.

«Чăваш Республикин 2010 çулхи культура территорийĕ» ята Муркаш районĕ, хула округĕсемпе муниципалитет районĕсен республика конкурсĕнче çĕнтерсе, тивĕçнĕ. Çавна май авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕччен Муркаш районĕн лапамĕсемпе тÿремĕсенче çĕнтерÿçĕ проектсене пурнăçа кĕртĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне аса илер-ха. Кусем - «Чуна чĕртетпĕр» проект тăрăх çамрăксем лартнă «Пуласлăхран янă çырусем» документлă спектакль* «Музыка этносалонĕ» проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ музыкăпа театрализациленĕ йăла уявĕ* «Чĕресем кĕвĕпе пуянланччăр» проекта тĕпе хурса Ф.Васильев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă туни тата ытти те.

Марафон программине вара авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пыл уявĕ уçрĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Уйкас Янасал ял тăрăхне кĕрекен Сосновкăри пĕлÿпе культура центрĕнче иртрĕ. Унта ЧР культура министрĕн çумĕ В.Фошин та хутшăнчĕ. «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт» сăн ÿкерчĕксен куравĕ, «Вĕлле хурчĕ ĕрчетесси - сывлăх çулĕ» экспозици, «Пыл нумай пурăнма май парать» «çавра сĕтел», асамлă пылăн тĕрлĕ сорчĕпе йĕркеленнĕ суту-илÿ - пурте пулчĕ кунта. «Пыл ĕрчетекенсем - тăлăх ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă шăпăрлансене пылак çимĕçпе сăйларĕç.

Уява районти пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши илемлетрĕ. Профессионалсенчен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн çамрăк солисчĕсем хутшăнчĕç.



"Хыпар"
13 сентября 2010
00:00
Поделиться