Моргаушский муниципальный округ

Президент стипендиачĕ шанăçа тÿрре кăларать

 

«Хирти пÿлмери мар»,- тет хăйĕн ĕçне çиччĕ виçсе пурнăçлама хăнăхнă чăваш хресченĕ. Çак чăнлăха асра тытса паян пĕтĕм район уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курса хирти тырăна ампара кĕртсе хурассипе тимлет. Ку тăрăшулăха «Лидер» агрофирма ĕçченĕсем те иккĕмĕш вырăна хăвармаççĕ. «Хир карапĕсем» çĕнĕ тырăна пуçтарса кайнă хыççăн та уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть: механизаторсемпе уй-хир ĕçченĕсем çийĕнчех улăм пухса тирпейлес ĕçе кÿлĕнеççĕ. Тĕрĕсрех калас пулсан, хуçалăхра улăма пĕтĕмпех рулонлă пресспа пуçтарассине йĕркеленĕ. Апла пулсан механизаторсен ответлăхĕ пысăк. Çакна 6-мĕш çул  МТЗ-80 тракторпа ĕçлекен Александр Николаевич Александров та (сăн ÿкерчĕкре) лайăх ăнланать. Ахальтен-им кăçал вăл ЧР Президенчĕн стипендиачĕ.

- Çак пысăк хисепе тÿрре кăларасси паянхи манăн тĕллев,- тет ĕçрен нихăçан та хăраман Саша, механизатор ĕçне ашшĕн тĕслĕхĕ алла илме пулăшнине палăртса. Сăмах май, Николай Витальевич тăван хуçалăхра чĕрĕк ĕмĕр трактористра вăй хурать. Паян унпа юнашар ĕçе тăнă ывăлĕ те ĕçрен ютшăнманни ветерана савăнтарать кăна. Саша вара çамрăклăха пăхмасăрах хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн маттур. Çакна унăн ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Кăçалхи çур акире, акă, çамрăк механизатор 485 гектар тырă акнă, утçи пуçлансан - 1230 рулон утă пресланă, паян вара вырмара пĕчченех улăм преслать. Çав хушăрах иртнĕ çумăрлă кунсенче кĕр акине хатĕрленсе ака агрегатне юсарĕ.

А. Александров пек пултаруллă çамрăксем ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ чух тата РФ  Президенчĕ ял хуçалăх тĕлĕшпе те наци проекчĕ вăя кĕртнĕ самантра ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пурри  никама та иккĕлентермест.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 августа 2006
00:00
Поделиться
;