Моргаушский муниципальный округ

П.П. Давыдова кандидата тăратнă

 

Октябрĕн 8-мĕшĕнчех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсĕр пуçне районта хушма суйлавсем иртмелли пирки вулакансем пĕлеççĕ. Пĕр мандатлă 16 № Очăкасси суйлав округĕпе депутатсен районти Пухăвĕн депутатне, Ильинка ял тăрăхĕпе (11 № Вăрманкасси округĕ) тата Ярославка ял тăрăхĕпе (1 № Центральнăй тата 3 № Яргейкин округĕсем) депутатсен ял тăрăх Пухăвĕсен депутачĕсене суйламалла пулать.

Çак вăхăта пĕр мандатлă 16 № Очăкасси суйлав округĕпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулма Платон Павлович Давыдова кандидата тăратнă.

П.П. Давыдов 1947 çулта çуралнă, Муркаш районĕнчи Анатри Панкли ялĕнче пурăнать, "Ударник" сăнавпа производство хуçалăхĕ" патшалăх унитарлă предприяти директорĕ пулса ĕçлет, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей аграри партийĕн тĕп канашĕн членĕ.    



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 августа 2006
00:00
Поделиться
;