Моргаушский муниципальный округ

Наци проектне пурнăçласа 112 учителе - 100-шер пин тенкĕ

 

Республикăра "Вĕрентÿ" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн конкурсра çĕнтерсе 100-шер пин тенкĕ илме тивĕç пулнă учительсен ячĕсене палăртнă. Миллионшар тенкĕ илекен шкулсемпе танлаштарсан, педагогсем укçана епле тăкаклани пирки министерство умĕнче отчет тума тивĕç мар. Вĕсем унпа кил валли сĕтел-пукан та, тумтир те туянма е канма кайма та пулараççĕ.

Конкурса республикăри пĕтĕм учительсен чĕрĕк пайĕ хутшăннă. Ĕç ушкăнĕн членĕ, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Вячеслав Александров каласа панă тăрăх, конкурса чăваш тата тутар чĕлхисене вĕрентекенсем чылăй хутшăннине палăртмалла.

Вячеслав Николаевич, кунпа пĕрлех республикăри попечительсен канашĕн членĕ пулнă май, "банкирла" йышăну тунă. Ĕçĕ акă мĕнре. Чăваш Республики тăрăх çĕнтерÿçĕ-учительсем, Чăваш Республикин Президенчĕ 10-шар пин тенкĕ преми пама йышăннисемпе шутласан, 142. 142-мĕш номера вара икĕ учителĕн пайлама тивнĕ. Кусем вĕсем арçын тата хĕрарăм учительсем, вĕсем пухнă баллсем пĕр пекех. Çавăнпа та "Вĕрентÿ" наци проектне пупнăçа кĕртессипе ĕçлекен ĕç ушкăнĕ хĕрарăма премилеме, арçынна та республикăри попечительсен канашĕн фондĕнчен 10 пин тенкĕ тÿлеме йышăннă.

Арçын-учительсем пирки - уйрăм калаçу. Конкурса хутшăнакан учительсен 10 проценчĕ кăна арçынсем. Раççей Президенчĕн премине илме кĕрешекенсем хушшинче вĕсем 16 процент, Н.В. Федоров премине илме хутшăнакансем хушшинче - 13,3 процент. Арçынсен тивĕçне Г. Лебедев ячĕллĕ лицейри физика учителĕ Юрий Яковлев чыслăн хÿтĕленĕ (унăн шкулти ĕç стажĕ 42 çулпа танлашать), вăл та 100 пин тенкĕне тивĕçнĕ.

Чи нумай балл пухаканни вара Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейри физика учителĕ Людмила Турковская пулса тăнă. Вăл 46,25 балл пухма пултарнă.

349-тан заявкăсене 231 учитель панă, Раççей Президенчĕн премийĕсене 67 хула учителĕ, 45 ял учителĕ илсе тăрĕç, Чăваш Республикин Президенчĕн премийĕсене вара ял учителĕсем 20 тата хула учителĕсем 10. Конкурса хутшăнма заявкăсем тăратассипе Шупашкар (74 çын), Çĕнĕ Шупашкар (18), Канаш тата Çĕмĕрле (10-шар) хулисем, Вăрнар (27), Етĕрне (18), Патăрьел, Пăрачкав тата Шупашкар районĕсем (16-шар) малта.

Кăçал республика Вĕрентÿ министерстви учительсене пур ирĕке те уçса пачĕ темелле. Конкурса хутшăнакан учительсен шутне районсем тăрăх палăртман, специальноçсем енĕпе те чару пулман. Апла пулин те Чăваш Репсубликин Президенчĕ заявкăсене парасси активлă пыман пирки критиклесе каланине чылайăшĕ астăваççĕ пулĕ. Лару-тăрăва вара, ял хуçалăхĕнче кредитсем парасси пекех, вăхăтра йĕркене кĕртме май килнĕ. Çитес çул, паллах, ку енĕпе уйрăм улшăнусем пулма пултарĕç. Конкурса чи лайăххисенчен лайăххисем хутшăннă вĕт-ха. Çĕнтерÿçĕ-учительсем вара çитес 5 çул хушшинче конкурса хутшăнмаççĕ.

Аса илтеретпĕр. Учительсен ĕçĕсене эксперт канашĕ тишкернĕ. Унта 26 специалист пулнă. Вĕсенчен наука кандидачĕсем 4, наука докторĕсем 2. Канаш йышĕнче çавăн пекех тăватă обществăлла организаци пулнă. Кусем вĕсем шкул директорĕсен ассоциацийĕ, отрасльти профсоюз организацийĕ, ректорсен канашĕ тата  чăваш наци конгресĕ.

Ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова миллионшар тенкĕ укçана тивĕçнĕ шкулсем ку суммăпа мĕнле майпа усă курни пирки хыпарланă. 33 миллион тенкĕ укçа мала тухнă шкулсен счечĕсем çине килсе çитнĕ. Ку укçа-тенкĕпе шкулсем учительсен квалификацине ÿстерес, вĕрентÿпе лаборатори базине пуянлатас, кабинетсем валли сĕтел-пукан туянас, пĕр сăмахпа каласан, вĕренÿ шайĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе усă курма пултараççĕ. Нумай шкулсем Вĕрентÿ министерстви сĕннипе интерактивлă шкул хăмисем туянаççĕ. Çапла вара вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхĕ ÿсет. Шкулсем çавăн пекех физика, хими тата биологи кабинечэĕсем валли лабораторисем туянас кăмăллă.

Т. ФИЛИППОВА,

"Вĕрентÿ системин реформи" проектăн пресс-секретарĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 августа 2006
00:00
Поделиться