Моргаушский муниципальный округ

Çанталăка мĕнле пĕлмелле?

 

Барометрсăрах ыранхи кун çанталăк мĕнле пулассине епле пĕлмелле-ха; Ку ыйту çине кайăксем, чĕр чунсем, хурт-кăпшанкăсем, пулăсем, йывăçсем хурав пама пултараççĕ.

Пĕлĕтсем йăрăмлансан, çумăр пулмасть, капан пĕлĕтсем - çумăра. Енчен те вăл хăмпăланса çăвать-тăк - вăраха тăсăласса, ирхине çума пуçласан - хăвăрт чарăнасса: ирхи хăна нумай тытăнса тăмасть, каçхи çумăр çĕрĕпех лÿшкĕ: каçхи çĕр каçать, теççĕ.

Кăвайт тĕтĕмĕ çÿле хăпарсан - çил пуласса, çĕр çумĕпе сарăлсан - йĕпе-сапана пĕлтерет.

Чĕкеçсемпе вĕршĕнсем аялалла вĕçеççĕ - çумăра, çÿлте - ăшăтасса.

Вăрманта кайăксем юрлама пăрахрĕç пулсан, йĕпе-сапана кĕтсех тăр.

Вăрăм тунасем йышлăн вĕçсен çанталăк лайăхланать, нăйлатаççĕ, сăхаççĕ пулсан - çумăра.

Хĕлле сивĕ, çулла ăшă пуласса çăлтăрсем янкăр çутатнипе пĕлме пулать


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 августа 2006
00:00
Поделиться
;