Моргаушский муниципальный округ

Саламлатпăр

 

Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхне Николай Семенович Яковлева 50 çул тутарнă ятпа ăшшăн саламлать.

Николай Семенович хăйĕн ĕçне ăста пĕлекен специалист. Ветеринари облаçĕнче вăл районта 19 çул вăй хурать. Çав шутран 8-мĕш çул выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине ертсе пырать. Хăйĕн ăсталăхĕпе пĕлĕвне çамрăк специалитсене парассинчен айкинче тăмасть. Кунпа пĕрлех вăл пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисене, ветеринарипе зоотехника специалисчĕсене малта пыракан опыта алла илме, çĕнĕ технологисене çул уçма, наука вĕрентĕвĕсене тăтăшах пулăшать. Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннăскер, колллективра яланах тулли энергипе палăрса тăрать. Çавнах пĕрле ĕçлекенсенчен те ыйтать. Ĕç юратăвĕ вĕсене, мăшăрĕпе Ирина Николаевнапа иккĕшне, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшрĕ. Çакна шута илсе яланах кăмăллă Николай Семеновича эпир татах нумай çул пирĕнпе юнашар пурăнма ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей те юрату сунатпăр. Эсир пурри пире шанчăкпа савăнăç кÿрет. 

Салампа выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци коллективĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 августа 2006
00:00
Поделиться
;