Культура ĕçĕ-хĕлĕнчен пуçланать пĕтĕмпех
Районти культура ĕçченĕсем пурнăç уттипе тан пыма тăрăшни сисĕнет. Çакă моделлĕ библиотекăсен хисепĕ ÿсни, вĕсен фончĕ самай пуянланни, Интернет, электронлă почта, справкăпа право системисем тивĕçлĕ шайра ĕçленинчен курăнать. Тепĕр пысăк çитĕнÿ вăл - инноваци проекчĕ Президент грантне тивĕçни. Çак тата ытти ыйтусем пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçине А.Е. Андреевăна.
- Алевтина Евстафьевна, кулленхи пурнăçра культура сфери мĕнле вырăн йышăнать;
- ЧР Президенчĕ 2006 çула «Ăс-хакăлпа чун аталанăвăн çулталăкĕ» тесе палăртрĕ. Ку енĕпе культура ĕçченĕсем те аякра тăрса юлма тивĕç мар. Мĕншĕн тесен наци культурине чи малтанах пирĕн халăхăн йăли-йĕрки, чăваш чĕлхи урлă аталантарса пымалла. Наци культурине упраса кăна мар, епле майпа аталантарса çĕнĕ вăй кĕртме пулать-ха; Эпĕ шутлатăп, хуравĕ кунта пĕрре çеç. Атте-аннен пурнăç йĕркине пăсмасан, вĕсен ырă вĕрентĕвĕсене, йăли-йĕркисене, чăвашлăха çухатмасан ăс-хакăл аталанăвĕ те çÿлерех çĕкленĕ. Пирĕн, культура сферинче ĕçлекенсен, тăван халăхăн наци традицийĕсене пăсма памалла мар, сыхласа хăвармалла.
Паянхи кун, ăс-хакăлпа культурăна аталантарасси малти вырăнтах пулмалла. Мĕн пур çĕнĕлĕхсене алла илсе ялсенчи çынсен пурнăçне илемлĕрех те пуянрах тума тăрăшмалла. Çак тĕлĕшпе эпир паян хамăр ума пысăк та яваплă задачăсем лартатпăр: патшалăхăн пĕрлехи наци политикине тытса пырса йăли-йĕркисене упраса хăварасси тата малалла аталантарасси, çĕнĕлĕхсене çул парса культура сферине çирĕплетесси. Иртнисĕр малашлăх çук тенине тĕпе хурса эпир «Йăла-йĕркесем тата пултарулăх урлă ăс-хакăлпа чун аталанăвĕ патне» ятпа канашлу йĕркелесе ирттертĕмĕр. Çав канашлури йышăнăвсене пурнăçа кĕртес тесе культура ĕçченĕсем халĕ ĕçлесе пыраççĕ.
- Республикăра йĕркеленĕ конкурса Муркаш район инноваци проекчĕ Н.В. Федоров Президентăн грантне тивĕçнĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн;
- Çапла, республикăра йĕркеленĕ уçă конкурсра культурăпа искусство сферинчи «Эрешсен çутинчи тăван кĕвĕсем» (тури чăвашсен сурпанĕсен куçса çÿрекен куравĕ «Екрем» халăх фольклор ансамблĕпе пĕрле) инноваци проекчĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕç пулчĕ. Каласа хăварас килет, çак çитĕнĕве тăватă район çеç тума пултарчĕ. Вĕсенчен пĕри Муркашсем. Çакă вăл паллах, ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пулмарĕ.
Эпир хамăр проекта куçса çÿрекен сурпан куравне тĕпе хурса хатĕрлерĕмĕр.
Паянхи куна районти историпе краеведени музейĕнче сурпансен пуян коллекцине хатĕрленĕ. Вĕсене тĕрлесе илемлетессине хăйне май истори. Сурпан чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать, ăна хăйĕн пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Ăна вăрăм кун-çулпа танлаштарнă. Сурпанра хĕрарăм пурнăçа ăнланни, унăн тавракурăмĕ пысăкки курăннă, унта юнашар çынсене юратни, çут çанаталăкпа калаçни, хăйсен йăхне сыхласа хăварас пысăк шухăш курăннă. Сурпан вăл - авалхи çыру, çавăнпа та паянхи кун та ăна тĕпчес ĕç малалла пырать. Эпир тури чăвашсен сурпан пуянлăхне, тавракурăмне кăтартасшăн. Паянхи кун ăна ăсталакансен йышĕ аслăраххисем хушшинче сахалтарах. Ку тĕлĕшпе Шомикри библиотека ертÿçи Мария Филиппована ырă тĕслĕх вырăнне хурас килет. Вăл чăн чăваш тĕррине аталантарса пырать.
Музей ĕçченĕсем ялсенче илемлĕ тĕрĕллĕ сурпансене нумай тупнă, анчах та хуçисем вĕсене алăран вĕçертесшĕн мар. Çавăнпа та фотовыставкăсем, фотоальбомсем тусан питĕ вырăнлă пулмалла. Ÿкерсе илнĕ сурпансене фоторамăсене вырнаçтармалла. Сурпансене йăла-йĕркесенче кăтартассипе куçса çÿрекен курава республикăри районсене, çавăн пекех Пушкăрт, Мари Эл республикисене илсе çитерме ĕмĕтленетпĕр. Сурпансен йăли-йĕркисене кăтартассипе Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ ĕçлĕ. Унăн ертÿçи - Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Анатольевич Романов. Çак ушкăн чăннипех хăйĕн пултарулăхне нумай туптарĕ. Вырăнти халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн тата аталантарассишĕн нумай тăрăшать.
Куçса çÿрекен куравпа чи малтан районти халăха паллаштармалла. Ăна районти историпе краеведени музейĕнче курма пулĕ. Çак куçса çÿрекен курав кашни ял тăрăхне çитĕ.
- Инноваци проектне камсем хатĕрленĕ-ха;
- Проектăн координаторĕ эпĕ пулатăп. Ертÿçи - Елена Валерьевна Романова, районти историпе краеведени музейĕн директорĕ. Менеджерĕ - Лилия Анатольевна Димитриева, социаллă аталану информаципе методика центрĕн ертÿçи.
Мĕн çĕнсе илнипе лăпланса лармалла мар, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма хатĕрленмелле. Çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн пуян ăс-тăнне, пуян чунлăхне малалла аталантарма вĕрентмелле. Пирĕн, культура ĕçченĕсен, малаллах талпăнмалла. Халăхăн культура шайне аталантарса, кашнин чун пуянлăхне ÿстерсе пымалла. Çемьери, йăхри йăла-йĕркесене тимлĕх уйăрмалла. Вара халăхăн культура шайĕ те малашлăх та аталанĕ.
- Ăнăçу пултăр, Сире малашне те.