Чаплăн паллă турĕç
Июлĕн 8-мĕш кунĕ. Тÿлек çанталăк, хĕвел хăйĕн ăшшине хĕрхенмест. Кăнтăрла иртни икĕ сехет. Анаткасси ялĕ варринче, шыв хĕрринче, сцена тунă, çынсенче ларма вырăнсем хатĕрленĕ. Кĕвĕ янăрать, чăваш юррисем шăранаççĕ. Унтан та кунтан ял çыннисем пухăнчĕç, чĕннĕ хăнасем нумайăшĕ килсе çитнĕ.
Акă, сцена çине ертсе пыраканĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Т.А. Калитов тухать. Вăл кĕске сăмах каласа ял уявне уçни çинчен пĕлтерет. Сăмах калама хуçалăхри ветерансен канашĕн ертÿçине К.К. Корнилова, сĕнет. Вăл ял уявне мĕншĕн ирттерни çинчен калать тата унăн тĕп тĕлевĕсене палăртать. Çавăн пекех Анаткас ял историйĕ çинчен сăмах калать. Ял уявне пухăннисене тата хăнасене уяв ячĕпе саламлать, телей сĕнет. К.К. Корнилов каланине пурте тимлĕн итлеççĕ, алă çупса хисеплеççĕ, кун пек уяв Анаткассинче пĕрремĕш хут пулнине палăртаççĕ.
Сцена çине художество пултарулăх коллективĕ тухать, ăна баянпа К.И. Албутова ертсе пырать. Хор ял уявĕн юррисене юрлать.
Сцена çине район администрацин представителĕсем Эльвира Иосифовна Симаковапа Фаина Федосеевна Григорьева тухаççĕ. Вĕсем ял уявне пухăннисене хĕрÿллĕн саламлаççĕ, пурнăçра çирĕп сывлăх, юрату, телей сĕнеççĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн йышăнăвĕпе паллаштараççĕ, ĕç ветеранĕсене - нумай çул хушши хуçалăхра вăй хураканĕсене саламлă çырусемпе хаклă парнесем парса чыслаççĕ, уйрăмах ферма ĕçченĕсене тата механизаторсене.
Сцена çинче - чĕннĕ хăнасем. Вĕсен шутĕнче К.Е. Евтихеев ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 2-мĕш ушкăнри инвалид, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ* Владислав Николаевич Иванов - «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, музыкăпа драма театрĕн ертÿçийĕ.
Сцена çинче Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас. Вăл Тăвай районĕнче пурăнать, Анаткас çынни, Раççейри писательсен Союзĕн членĕ.
К.Е. Евтихеев, ял историне çыраканĕ, пухăннисене саламлать, телей сĕнет. В.Н. Иванов тăван ял çыннисене, хăнасене саламлать, ырлăх-сывлăх сунать.
В.Г. Пастухов-Анаткас пухăннисене саламлать, уява чĕннисем кăмăллă пулнине палăртать. Çавăн пекех вăл хăй çырса кăларнă «Чăнлăхпа тĕрĕслĕхшĕн» кĕнекин 1-мĕш томне хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене парнелет.
Сцена çине умлăн-хыçлăн юрлакансем тухсах тăраççĕ.
Çамрăк артистсем (шкул ачисем) юрларĕç тата ташăсем ташласа пачĕç.
Ĕç ветеранĕсенчен Марина Федоровна Иванова (85 çул) тата Лидия Архиповна Петрова ĕлĕкхи юрăсене юрласа пачĕç.
Ял уявĕ нумая тăсăлчĕ, çамрăксем спорт вăййисенче ăмăртрĕç, воллейболла вылярĕç. Пухăннисем ял уявне ирттернипе кăмăллă пулчĕç. Ун пек уява малала та ирттерсе пыма сĕнÿ пачĕç.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: ял уявне ирттерме район администрацине пулăшнăшăн пысăк тав.
Тав сăмахне культура ĕçĕнче ĕçлекенсене Регина Григорьевăпа Галина Павловăна та калас килет, вĕсем те ял уявне ирттерме пулăшрĕç.