Шăрăх çанталăк тимлĕ пулма ыйтать
Юлашки çулсенче çу кунĕсем пирĕн пата чăтмалла мар шăрăхсем илсе килеççĕ. Çу ăшшипе хĕртĕнме питех те аван: пĕве хĕрринче кунĕ-кунĕпе халăх хĕвĕшет, шывра аслисем те, шăпăрлансем те çăлăнăç шыраççĕ... Кун каçа хĕрсе çитнĕ пÿрт тăррисем те пăсланса кăна лараççĕ. Анчах та шăрăх кунсем хĕвел ăшшипе йăпанма йыхăраççĕ çеç мар, асăрхануллăрах пулма хистеççĕ. Йăлтăр-йалтăр пĕве патĕнче те, ял хушшинче те хăвăр пурнăçăра, сывлăхăра хăрушлăха кĕртсе ÿкерессинчен сыхланмалла. Çакăн çинчен район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ Милютин Николай Панфилович та асăрхаттарать:
- Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 30 пушар тухнă. Вут-çулăм 11 çын пурнăçне илсе кайнă. Статистика даннăйĕсем пăшăрхантараççĕ: пĕлтĕр, кăçалхипе танлаштарсан, 17 пушар тухнине палăртнă. Сăлтавĕсем паллă ĕнтĕ: пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманни, электрооборудовани юрăхсăра тухни, ăна вăхăтра улăштарманни. Тĕслĕхрен, электропроводка юсавсăррине пула миçе хуçалăхра пушар сиксе тухман-ши; Тепĕр сăлтавĕ, ман шутпа, эрехре. Ÿсĕрсем чĕлĕм туртса хăйсен кил-çуртне тивретсе янине кăтартакан тĕслĕхе Ишеке шырама каймалла мар. Çĕртме уйăхĕнче Шатракасси ялĕнче пĕр хуçалăхра хыпса илнĕ. Эрехпе иртĕхсе пирус мăкăрлантарни 4 çын пурнăçне татса кайни тискер мар-и-ха;
Шăрăх кунсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Уйкас-Торайра сиксе тухнă пушарта кил-хуçи тимсĕрлĕхĕ те, вĕри çанталăк та айăпли куç кĕретех. Тĕтĕм çулĕ юсавсăррипе хыпса илнĕ пушар икĕ хуçалăха тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Çавăнпа та çу кунĕсенче тимлĕхе пĕр самант та çухатмалла мар. Инкек вăл туттурут кăшкăрса килмест. Вут-çулăма тирпейлĕ тыткалани вара – пуринчен те паха.
Чылай ял тăрăхĕнче каçхи хуралсем йĕркеленĕ. Ман шутпа, ку мерăсем – пĕртте ытлашши мар, çавăнпа та вĕсем пысăк шайра пулмалли паллă ĕнтĕ. Граждансен те яваплăха туймалла.
Ял халăхĕпе чылай ĕçлетпĕр эпир, - пĕлтерчĕ Н.П. Милютин. - Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе пĕрле çынсене пухса калаçатпăр, памяткăсем, листовкăсем салататпăр. Çапах та пушар хăрушсăрлăхĕ ял халăхĕнчен нумай килет. Ансат çеç правилăсене çирĕп пăхăнни хăвăр пурнăçăра та, çывăх çыннăрсен сывлăхне те, кил-çуртăра та упраса хăварĕ.
Çу кунĕн тепĕр хăрушсăрлăхĕ вăл - шыв-шур. Паянхи куна çеç районта 6 çын путса вилнĕ. Шăрăх кунсенче пĕве хĕрне питĕ нумай халăх туртăнать. Çавăнпа та ĕнтĕ пурне те асăрхаттараттарса каласшăн: шыв хĕрринче те тимлĕх тилхепине алăран ямалла мар. Пĕлмен вырăнсенче шыва кĕме асăрханмалла. Ачасене аслисемсĕр пĕве хĕррине яни те хăрушă. Ÿсĕрле е тарланă шăм-шакпа шыва чăмиччен те лайăх шухăшласа пăхмалла. Сирĕн пурнăçăр, сывлăхăр - сирĕн алăра. «Инкек ура айĕнчен тухать»,- теççĕ халăхра. Тимлĕ пулни нихăçан та ытлашши мар. Сыхланакана вара Турă сыхлать.