Продукцине пахалăхлă туса илесчĕ
Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ паян Ленин яч.хис. хуçалăхра. Кунта ĕçлекенсем хаклă вăхăта сая ямасăр иртен пуçласа каçчен хирте вăй хураççĕ.
Эпир хире çитнĕ чухне кунта хĕрÿ ĕç пыратчĕ. А. Александров МТЗ-82 тракторпа курăк çулатчĕ А. Михайлов. ГАЗ-52 автомашинăпа нумай çул ÿсекен курăка сенаж валли турттарать. Вĕсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ симĕс ĕç çи хăвăртлăхне самантлăха та чармасть.
- Кăçал курăксем япăх мар, çавăнпа та лайăх çанталăкпа усă курса май килнĕ таран ытларах выльăх апачĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр,- пĕлтерчĕ хуçалăхри агроном А. Попов.
Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене 582 гектар çинчен çулса пуçтарма палăртнă. Паянхи кун тĕлне ăна 86 процент çулса тирпейленĕ. Çулнă курăка типĕтсе утă 400 тонна хатĕрленĕ е 67 процент, сенаж хывасси 200 процентпа танлашать.
Хиртен килнĕ курăка А. Григорьев, А. Петров, В. Самушков механизаторсем гусенициллă тракторсемпе сапаласа таптаççĕ. Ял хуçалăхĕнчи укçа çăл куçĕ выльăх-чĕрлĕхре пулнине тĕпе хураççĕ кунти ĕçченсем, çавăнпа та тăрăшни те курăнать. Хуçалăх тĕп зоотехникĕ С. Николаева хатĕр апат пахалăхне тĕрĕслет. Тивĕçлĕ шайра пултăр тесе тăрăшать. Эпир пынă самантра та вăл фермăра пулчĕ.
Çĕр улми пусси те илемлĕн сарăлса выртать. Хуçалăхра çум курăкпа хими мелĕпе хирĕç кĕрешнĕрен анасене япăх тесе калас килмест». «Кăçал эпир «Ударник» хуçалăхран «Удача» сорт туянтăмăр. Колорадо нăррине пĕтерес тесе препарата иккĕмĕш хут сапма пуçламалла»,- пĕлтерчĕ хуçалăх агрономĕ.