Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май Патшалăх пулăшăвĕ - кашнишĕн меллĕ
Йăлтах хамăртан килет е умсăмах вырăнне
Пирĕн, чăвашсен, юнра-ши вăл - çиес тенине çимесĕр, тăхăнас тенине тăхăнмасăр, çурт-йĕр çавăрма укçа пуçтаратпăр. Вуншар-çирĕмшер çул каялла, чăннипех те, укçа пухса пысăк ĕç тума шанчăк пулнă. Паянхи пек хаксем, çÿлелле йăлт! та йалт! сикмен. Анчах вуншар çул пухнă укçа перекет банкĕнчех ним хаксăр юлнине хăйсен ĕнсисем çинче тÿссе ирттернисем паян укçа пуçтарма та шикленеççĕ пулĕ. Астăватăп-ха, ун чухнехи вăхăтах çирĕп хуçалăхлă тăвансем тата чаплăрах çурт лартма пуçтарăннă 20 пин тенкĕ укçи туххăмрах сая кайрĕ:
- Сирĕн çав укçа халь ман пÿрнери пĕр ылтăн çĕрĕ хакĕ чухлĕ те çук-çке, - кÿреннипе-ши, тарăхнипе-ши пытараймарĕ ун чух вĕсен аслă хĕрĕ.
Паян выçăллă-тутăллă пурăнмасăрах çурт лартма пулать: патшалăх тĕрлĕ программăпа пулăшу парать. Малтанхи пек çамрăклăх укçа хĕссе пуçтарса иртмест. Ÿркенмерĕн-тĕк - çав пулăшăва илсе çурт-йĕр çавăр та çамрăк чухнех хăв ĕмĕтленнĕ пек пурăн.
Сарай тума, выльăх-чĕрлĕх илме укçа çитмест-и; Ку тĕлĕшпе те патшалăх паян ялта пурăнакансен çулне уçса пачĕ. РФ Президенчĕ В.В. Путин сĕннĕ 4 наци проектĕнчен пĕри - «АПК аталантарасси». Шăпах унпа килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăха аталантарма 2 процентлă кредит параççĕ. РФ тата республика бюджетĕнчен пĕрле 12 процент патшалăх саплаштарнă хыççăн кредит илекенĕн унпа усă курнăшăн шăпах çавăн чухлĕ тÿлемелле.
Малтанласа районти çынсем çак пулăшупа усă курма шикленерех тăчĕç пулин те, юлашки вăхăтра ăна илекенсен йышĕ ÿссех пыни савăнтарать. Çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕнех ял хуçалăх, потребительсен кооперативĕсене те ним те мар йĕркелеме пулать. Ку енĕпе татăклă улшăну тăвас текенсем пур-ха районта. Хăюллăрах çеç пулмалла. Çав кооперативсем вара кирлех. Мĕншĕн; Кунта манăн район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе секретарĕсен Ильинка ял тăрăхĕпе тухса ирттернĕ семинар-канашлăвĕнче тепĕр хут хускатнă шухăшне илсе кăтартас килет.
- Пирĕн сирĕнпе районта пурăнакансене хăйсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшмалла. Хăйсем туса илекен продукци пахалăхне ÿстерсе, килти хушма хуçалăхра малта пыракан технологие пурнăçа кĕртсе, -терĕ Юрий Александрович.
Чăннипех те, ытларах килти хушма хуçалăхра ĕçсене алă вĕççĕн тăваççĕ паян. Апла пулсан, тин çеç асăннă наци проекчĕпе кредит илсе пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техникине туянасси пирки шутламалла çеç мар, çапла тумалла та.
Халĕ тепĕр ыйту. Килте çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕхе, пахча-çимĕçе камсене сутатпăр; Йÿнĕ хакпах аякран пуçтарса каякансене. Лайăх-и ку; Пĕр енчен, япăхах мар пуль: çитĕнтернĕ продукцие кама та пулсан сутмаллах вĕт. Тепĕр енчен пăхсан; Район аталанăвĕшĕн те ку мухтанмалли пулăмах мар. Çав продукцие çитĕнтерекеншĕн те. Мĕншĕн тесен çав продукцисене вырăнтах пуçтармалли ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелесен темиçе хут усăллăрах. Пĕр енчен çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем пулаççĕ Кооперативра, ял хуçалăх продукцин хакĕ те аякран килекен «посредниксеннинчен» ытларах пулĕ. Район та сулмаклăрах утăмсем тăвĕ.
Ял хуçалăх продукцисем пуçтармалли кооперативсем çеç-и йĕркелеме пулать; Çук. Çав семинартан район пуçлăхĕ тепĕр çĕнĕ шухăш каларĕ.
- Алăпа сунă сĕт пахалăхĕ пысăк мар. Мĕншĕн ялсенче ĕнесене машинăпа сăвакан кооперативсем йĕркелес мар. Пуçаруллă çынсем çеç кирлĕ, - палăртрĕ Юрий Александрович.
Чăннипех те, çакăн йышши кооперативсем йĕркелесен, пахалăхлă сĕте ятлă-сумлă пысăк фирмăсене сутма пулать. Çапла майпа килте ĕне усракан та сĕт сутса ытралах укçа туса илет, районшăн та усăллă çакă. Апла пулсан, пирĕн чăннипех те, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, хамăрăн психологине улăштармалла. Аякран килекен «посредниксемшĕн» ĕçличчен, хамăршăн, хамăр районшăн ĕçлени темиçе хут усăллăрах пулĕ.
Çакă, чăнах та, çаплах иккенне çирĕплетекен тĕслĕхсем сахал мар.
«Кун пекки нихçан та пулман»
Вомпăкассинче пурăнакан Виталий Анатольевич Гаврилов фермера паян, ав, районта, республиăкра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Паян вăл 300 ытла сысна тытать. Пĕрин хыççăн тепри «çÿлтен» кĕптĕр-кĕптĕр татăлса анман вĕсем. Тăрăшулăх, чун ыратăвĕпе юрату, канăçсăрлăх вĕçĕ-хĕррисĕр кирлĕ çакна валли. Пуçласа вара çак пысăк ĕçе 8 сыснаран пуçларĕ.
- Мĕн тума кирлĕ ун чухлĕ, кăмăлсăр пулчĕç малтан килтисем.
Пыра-киле çакă килте пысăк тĕкĕ пулнине ăнланчĕç, хирĕç пулмарĕç. Тата 10 кролик пурччĕ. Кайран вĕсен шучĕ 200 тен те иртрĕ.
«Запорожецпа» вăл çулса килекен люцернăна та тем пекех кĕтетчĕç «сăрă великансем». Тем амака пула кроликсем чирлеме пуçласан, вĕсене пĕтерме тиврĕ. Паянхи пекех астăвать-ха Виталий Анатольевич пĕр кунта 150 кролик пусса Чулхулана сутма кайнине. Çур кунта йăлтах сутса ячĕ. Ак, ăнăçу: киле таврăннă çĕре унта аякран килнĕ çынсем кролик тирне туянас кăмăлпа кĕтсе тăраççĕ-мĕн. Продукцие туса илекеншĕн ăна йĕркеллĕ вырнаçтарни те темрен паха-çке.
Пĕр çулхине 500 таран чăх та усраса пăхрĕ вăл. Анчах чунĕ «нăрик-нăриксем» патнех туртрĕ пулĕ. Авă, хуçи хăйсене чĕннине илтсен, самай пысăк картара уçăлса çÿрекен сыснасем пĕрин хыççăн тепри фермер еннелле чупма пçларĕç. Юнашарах вĕсем çав тери юратакан кавăн ани.
Сысна лачакана юратать тенĕ ваттисен сăмахĕ йăнăшах та мар пулĕ те, анчах Гавриловăннисемшĕн мар. Картара уçăлса çÿрекеннисем те, сарайĕнчисем те тап-таса та яп-яка. Кун пеккине курманччĕ: Виталий Анатольевич сыснасене апат кормушкăна хурса памасть. Вĕсем çук кунта ниçта та.
- Апата урайне паратăп, - эпир тĕлĕннине кура малалла ăнлантарать фермер. - Хăнăхнă вĕсем. Апачĕ сысна каяшĕпе хутшăнса лачăртатмасть-и, текен шухăш пуçăра пырса кĕчĕ пуль-ха; Ĕненетĕр-и, е ĕнеместĕр-и, (хам куçпа курман пулсан, хам та ĕнеместĕм),
Гавриловсен сыснисем те йĕркене хăнăхса çитнĕ-мĕн. Çисе тăрансан ытти «ĕçне»тума картишне тухаççĕ. Витесенче тип-типĕ те тап-таса, сысна фермин шăрши-марши те çук. Хăй те инженер пулнă май канализацие йĕркеллĕ тытма, шыв пырса тăрас системăна йĕркелеме йывăрах мар пулĕ.
- Кашни кунах утă паратăп. Ăна вăйлă çиеççĕ вара,- кăмăллăн калаçать Виталий Анатольевич. Улăм сармасть вăл сыснасен айне хĕлле те.
Çулталăкне 20 тонна утă кирлĕ,- тет. Ку вара çиме те, çисе пĕтерейменни айсарăм валли те çитет.
Çав таран сысна тытма вăй кирлĕ вĕт-ха, тейĕ вулакан. Тĕрĕсех, ĕçлекенсем те, укçа-тенкĕ те кирлĕ.
Чи малтанах укçа-тенкĕрен пуçлар-ха эппин. Тÿрех 2 сарай, тасатмалли сооружени тума, апат туянма сахал укçа кирлĕ мар.
- 36 процентпа та, 48 процентпа та илнĕ ссуда. Кун пек халь паракан 2 процентлă кредит пани нихçан та пулман вăл. Илмелле ăна. Усă курмалла,- хăй шухăшне пĕлтерет фермер. - 1 миллон та 200 пин тенкĕ илтĕм.
- Усăллă-и çав пулăшăва илни; Фемер наччасрах шутласа пачĕ кредит илсе хушма хуçалăха аталантарни çемьешĕн усăллă пулнине.
Паян Виталий Анатольевичăн фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ технологипе ĕçлемелли тепĕр сысна сарайĕ çĕкленет. Ĕмĕчĕсем пысăк. 3 га çĕрлĕ хуçалăхра ĕçлеме халлĕхе пĕр трактор çеç-ха. Тверь облаçĕнчи пиччĕшĕ ăратлă сысна амисем пама шантарать. Халлĕхе вара Виталий Анатольевич сысна çурисене Етĕрне районĕчи çемьерен туянать. Тырĕ Саратовран кÿрсе килсе параççĕ. Заказ пар çеç. Арман вара унăн хăйĕн. Çитĕнтернĕ продукцие фермер Мăн Сĕнтĕр райповне парать, Чулхулара вырнаçтарать.
Пĕтĕм ĕçне вара Виталий Анатольевич тепĕр çемьепе пĕрле тăвать.
- Вĕсем 20 пуç сысни пур кунта. Пĕрле çитĕнеççĕ.
Çапла пĕрле ĕçлеççĕ, вăй çитнĕ таран ачисем те пулăшаççĕ.
14 çул каялла çак ĕçе кÿлĕнмен пулсан, йывăрлăхсенчен хăраса тăнă пулсан, патшалăхран пысăк процентлĕ кредит илме шикленсе тăнă пулсан, паян районта «Гавитан» хресчен(фермер) хуçалăхĕ пулнă пулĕччĕ-ши;
Халĕ вара Виталий Анатольевич хăй урăхла пурнăç йĕркипе пурăнасси пирки шутлама та пултараймасть. Сысна ĕрчетесси уншăн – укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулнăшăн кăна мар. Ку унăн чун килĕштернĕ ĕçĕ-çке. Пуçри йывăр шухăшсем канăç паман чух, чун-чĕрере йывăр чух та вăл сыснасем патне тухать. Е юнашарта хăй тунă пĕве хĕррине. Çÿп-çапа тăкмалли вырăн пулнăскерне 5 çул каялла тасатса, чавса шыв тултарчĕ. Пулăсем ячĕ. Ку енĕпе ăна Куславкка районĕнчи хăй лайăх пĕлекен фермер, хăй те пĕве туса пулă ĕрчетекенскер, пулăшрĕ. 5 пинрен те иртеççĕ вĕсем халь. Çулталăкра пĕрре, август уйăхĕнче шывне улăштарать. Виçĕ фазăллă насус пулни ку ĕçре питĕ меллĕ. Хăй калашле, йĕри-тавра йывăç-чечексем лартсанах (шăпах çакăн пирки те ĕмĕтленет вăл) кану вырăнне шырама ниçтах та кайма кирлĕ мар.
Çаплах пуль çав: хăвăн ĕçне юратсан, хăвпа хăв килĕшÿре пурăнсан, чун канăçĕ те хăв тăвакан ĕçсенче, унăн результатĕнче пулĕ. Хăв шутланине пурнăçа кĕртме ÿркенмелле мар çеç, йывăрлăхран шикленмелле мар çеç. Виталий Анатольевичпа паллашсан, эсир çакна тепĕр хут ĕненĕр хăвăрах. Вара патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита та илме шикленсе тăмăр. Шăп çак тĕллевпе татах кредит илес ĕмĕтлĕ В.А. Гаврилов.
«Илетĕпех эп ăна»
- 14 процентпа паракан кредита, 12 процентне патшалăх саплаштарнă чух, илме ним те шикленмелле мар,- тет Çĕньял-Муркашра пурăнакан Ю.А. Крольков та. - Ак, çак сарайне тума икĕ çул каялла эпĕ ссуда 19 процентпа илтĕм.
Алексей Юрьевич хăй вара паян 100 ытла сысна тытать. Çак кунсенчен вара вăл хăйĕншĕн татăклă йышăу турĕ: пурнăç çулне сысна ĕрчетес ĕçпех çыхăнтарма шутларĕ. Муркаш райповĕнче экономистра ĕçленĕскер, ăна пăрахрĕ.
- Диплом сая каймасть-и; - тесе ыйтсан, кăмăллăн кулса çапла хуравларĕ:
- Эпĕ ял хуçалăх экономисчĕ вĕт. Хамăн юратнă ĕçре шăпах вырăнлă вăл.
Унтан çамрăк çын сысна ĕрчетес ĕç хăш енчен усăллă иккенне тÿрех конкретлă цифрăсемпе, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
Ĕмĕчĕ вара А. Ю. Крольковăн пысăк: уйрăм тĕп ферма хуçалăхне йĕркелесси. Халĕ, акă сысна амисем валли уйрăм вите тăвасшăн. Халлĕхе вара ăна тăванĕсем пулăшаççĕ: вĕсен çĕрĕ çинче туса илет утăпа выльăх апатне. Çитменнине туянать. Хăй ячĕпе илнĕ çĕр çинче, акă, сысна сарайĕпе юнашарах кавăн йăранĕсем.
- Çав тери юратсах çиеççĕ ăна. Нимле хушма витаминсем кирлĕ мар. Çак ĕçре кирлĕ ял хуçалăх культурисене çитĕнтересшĕн,- тет юнашар кăшман ани çинче куç ывăтса.
Чăннипех те чун-чĕрере пысăк ĕмĕтсем пулсан, тăвансем юнашар пулсан мĕнрен шикленмелле. Алексей Юрьевичăн амăшĕ Любовь Владимировна ĕмĕрĕпех Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ветеринарĕ врачĕ пулса ĕçленĕскер, сыснасем чирлессинчен мĕнле сыхланмалли пирки халĕ те кирлĕ сĕнÿсем парсах тăрать.
Ашшĕн, Юрий Антоновичăн алли ылтăн тесен те йăнăш пулмасть: тĕрлĕрен армансем тăвать: тырă вĕтетмелли, вĕлтрен авăртмалли тата ытти те.
- Ак, кăна та вăлах тунă,- тет Ю.А. Крольков пăсара тытмалли хатĕр çине кăтартса. - Темиçе штук тытрăмăр та ĕнтĕ.
«АПК аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне илсен, пĕчĕк калăпăшлă техника туянас шухăш та пур-ха ун. Халлĕхе пĕтĕм çĕр ĕçне мотоблокпа тăвать, ашне вырнаçтарма кайма ГАЗ-53 автомашина пур.
- Ĕçлесен пулать. Ÿркенмелле мар çеç. - кусем те Алексей Юрьевич сăмахĕсем. Вара чăнах та, çиес килнине те илсе çиетĕн, мĕн тăхăнас килнине туянма та укçа-тенкĕ çитет. Урăхла каласан хăв та хăвăн ĕçпе кăмăллă пулăн, мăшăрăр та пукане пек çÿрĕ, çурт-йĕр те çирĕп пулĕ. Шикленсен ним те пулмасть.
Çакăн пек шухăшлă çынсем ытларах пуласса шанас килет, мĕншĕн тесен çак мал ĕмĕтлĕ çынсемпе паллашнă хыççăн наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне илме шикленекенсем хăйсен шухăшне улăштарасси пирки иккĕленес килмест.