Йĕркене пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр
2006 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 20-мĕшĕччен республикăра «Çул çитмен çамрăк - çулла!» операци пырать. Çак операципе килĕшÿллĕн июлĕн 11-мĕшĕнче районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси тата прокурор çумĕнчи ĕç ушкăнĕн членĕсем шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле прфилактикăлла рейд ирттерчĕç. Вĕсем Мăн Сĕнтĕр, Ильинка тата Катькас ял тăрăхĕсен территорийсенче ăнăçсăр çемьесенче тата районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцире учетра тăракан ачасемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Малтанах вĕсем Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне çитсе курчĕç. Рейда ку ял тăрăхĕн специалисчĕ З.П. Шуляева хутшăнчĕ, ăнăçсăр 6 çемйесенче килсенче пулса прфилактикăлла калаçусем ирттерчĕç.
Ун хыççăн вĕсем Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Г.Н. Силонтьевапа пĕрле ку ял тăрăхне кĕрекен 6 ялта пулса курчĕç.
Уйрăмах пире Куçкин ялĕнче çуралса ÿснĕ Алевтина Александровна Кожанова пурнăçĕ тĕлĕнтерчĕ. Ку хĕрарăмăн 2 ывăл: 10 çулхи Николай тата 7 çулхи Артем. Анчах та ăна вĕсен пуласлăхĕ пĕртте интереслентермест. Алевтина хăйĕн еркĕнĕпе Родион Барановпа пĕрле (вăл каланă тăрăх, ачасен ашшĕ имĕш) ялсем тăрăх эрех ĕçмелле тата çимелле ĕçсе çÿрет. Эпир ку хĕрарăма Шерек ялĕнче Ивановсем патĕнче шыраса тупрăмăр. Эпир пынă чух Родион Баранов çÿлерех асăннă Ивановсем патĕнче ним пĕлейми ÿсĕр çывăрать. Алевтина вара утă тиесе килнĕ хыççăн кил хушшинче кил хуçисемпе эрех ĕçсе ларатчĕ. Хăй ĕнтĕ калаçайми те пулнă, ÿсĕр.
Ку хĕрарăма ачасене воспитани парассипе хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыманшăн административлă кодексăн 5.35 статйипе килĕшÿллĕ протокол çырнă. Кĕçех ăна çул çитмен ачасемпе районти комиссинче пăхса турĕç.
Çавăн пекех комисси членĕсем ачасен сывлăхне тĕреклетмелли «Ильинский» лагерьте пулчĕç. Паянхи куна илсен, çак канмалли учрежденинче 340 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Кунта республикăри тĕрлĕ район ачисем. Ку учрежденийĕн пуçлăхĕпе И.П. Савельевпа тĕл пулса калаçнă хыççăн кунти лару-тăру йĕркеллĕ пулни палăрчĕ. Ачасем пурте кăмăллă, вĕсене кунта канма питĕ килĕшет.
Районта юлашки вăхăтра уйрăмах ачасем хушшинче сотовăй телефонсем вăрлани пăшăрхантарать. Кунта, паллах, ачасен тимсĕрлĕхĕ, ашшĕ-амăшĕн ответлăх çукки палăрать. Ку лагерьте те çак ыйтупа калаçу ирттернĕ.
Юлашкинчен вара рейда ирттерекенсем Катькас ял тăрăхĕнче пулчĕç. Кунти Кĕрекаç ялĕнчи Еремеевсен, Черенковсен çемйисенче, Катькассичи Вориковсен, Шомикри Ильмендеровсен çемйисенче пулчĕç. Профилактикăлла калаçусем ирттерчĕç.