Моргаушский муниципальный округ

Ыр ятлă пулăр!

 

Учительшĕн хăй вĕрентнĕ ачасем сума сунинчен пахараххи, хаклăраххи мĕскер пултăр. Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан вунă çул каялла вĕренсе тухнисем хăйсен тĕл пулăвне кĕтмен-туман çĕртен чĕнсен пĕр тĕлĕнтĕм, пĕр савăнтăм: пĕрремĕш учитель те, класс ертÿçи те мар. Ултă çултискерсем патĕнче пĕрремĕшĕнче чух воспитатель пулнăччĕ, вăтам  классенче тăван ен культури вĕрентнĕ, эрнере пĕр кун, çавă çеç.

Акă вĕсем, 1996 çулхи çуркуннепе тăхăр çул вĕренни çинчен алла аттестат илнĕскерсем. Ача чухнехиллех уçă чунлă, ырă кăмăллă, шăкăл-шăкăл, пĕр çемьери пек. Аса илÿ, аса илÿ... Юратнă пĕрремĕш учительници Галина Константиновна  Павлова та, 5-9 классенче класс етрÿçи  пулнă Алевтина Владимировна Петрова та, эпĕ те вĕсемпе пĕрле аса илÿ тĕнчине путрăмăр, вĕсен шкулти пурнăç çулĕпе тепĕр хут утса-чупса тухрăмăр, паянхи шăписемпе паллашрăмăр. Кашниех пурнăçра хăй вырăнне тупнă. Вĕсем мал ĕмĕтлĕ, маттур пулнишĕн чунтан  хĕпĕртерĕмĕр.

Хĕрсем пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Лариса Соловьева суту-илÿре ĕçлет. Училище техникум хыççăн Мускаври экономика институчĕн Шупашкарти  филиалне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Тепĕр çул юлнă  вĕренсе тухса диплом иличчен. «Палан» магазинта ĕçлет. Ахаль сутуçăран пуçласа товароведа çитнĕ.

Наталия Соловьева (Пудова) та сутуçă. Кĕркунне вăл та аслă шкула вĕренме кĕрес тĕллевлĕ.

Надежда Фомина (Леонтьева) Çĕрпÿре çĕвĕçĕ, каярах закройщицăна вĕренсе тухнă, ателье ĕçченĕ. Юратать хăй ĕçне Шетмĕ хĕрĕ, халĕ Шупашкар кинĕ. Икĕ пĕчĕк хĕр пĕрчи Машăпа Даша йĕкерешсем вĕсен.

Наталия Осипова (Сенигерова) - троллейбус водителĕ. 12-мĕш маршрутпа çÿрекенскере çак кунсенче çĕнĕ троллейбус çине лартĕç. Аван, хăй ĕçне юратса тунăран тивĕçнĕ вăл çак чыса.

Икĕ Анатолий, Петровсем, ялта тĕпленнĕ, пĕри çемйеллĕ тепри хальлĕхе пĕчченех, васкамасть-ха.  Ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ пухнăскер, çĕр ĕçченĕн пурнăçне çĕнĕлле йĕркелесе, аталантарса яма ĕмĕтленет.

Николай Краснов   - водитель.  «Шупашкарта «Газель» грузотакси çинче ĕçленĕ тапхăрта çур Раççей çаврăнтăм»,- пĕлтерет вăл. - Çитмен хула юлмарĕ те пуль».

Мобильлĕ телефонĕсем пĕрин те теприн вĕçĕмсĕр сас параççĕ. Аякра, Чулхулара ĕçленĕ май, тĕл пулăва килме  май килмен Александр Петровпа Дмиртий Осипов, ыттисем, пĕрле вĕреннисем, тăтăш шăнкăравларĕç. «Саламлатпăр, эпир те сирĕнпе пĕрле халĕ савăнăçлă тĕл пулура, вăрман уçланкинчи шухăшсемпе»,- терĕç, телей те ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Хаклă вĕренекенсем! Вунă çул,  аллă çул ирттĕр, тăван шкулшăн эсир яланах кĕтнĕ хăнасем. Эсир манманни,  сусма суни – пирĕншĕн, вĕрентекенсемшĕн, чи пахи. Сирĕн ăнăçусем, сирĕн çитĕнÿсем пирĕншĕн те  - савăнăç, телей. Тавтапуç. Ыр ятлă пулăр малашне те.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 июля 2006
00:00
Поделиться
;