Моргаушский муниципальный округ

Çу кунĕ тимлĕрех пулма хистет

 

Çулла – калама çук хĕрÿ вăхăт. Анчах кунĕн-çĕрĕн çĕр ĕçĕпе аппаланакан хресченсемшĕн кăна мар, санэпидемстанци ĕçченĕсемшĕн те. Шăрăхра инфекци сарăлас хăрушлăх темиçе хут  ÿсет, çавăнпа та санэпидемстанци специалисчĕсем пур çĕре те çитсе курма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ объектсене тилмĕрсе тĕрĕслеççĕ. Вĕсен аллинче этемĕн чи хаклă пуянлăхĕ - сывлăхĕ, пурнăçĕ.

Роспотребнадзорăн территори управленийĕн Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкарти территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Воробьева Глафира Григорьевна пÿлĕмне пырса кĕрсенех сăмсана чăн-чăн ĕç шăрши çапрĕ. Ĕçĕн шăрши çук тетĕр-и; Пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăртатакан телефон сасси, компьютер сенкер экран вылявĕ, документсен пăшăлтатăвĕ чÿхенет пысăках мар пÿлĕмре. «Ĕçĕ, чăнах та нумай»,- хаш сывлать Глафира Григорьевна. Районăн тĕп специалисчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пани вулакансемшĕн усăллă та интереслĕ пуласса шанас килет.

- Глафира Григорьевна, çулла чылай шкул çумĕнче ĕçпе кану лагерĕсем уçăлнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне те асăрхаса та тăратăр ĕнтĕ эсир;

- Çĕртме уйăхĕнче Муркаш районĕн территорийĕ çинче хула тулашĕнчи «Ильинский» ача-пăча лагерĕн 1-мĕш смени уçăлчĕ, вăл ОАО «Санаторий Чувашкурорта» пăхăнса тăрать. Лагерь 200 ачана йышăнчĕ. Унсăр пуçне районти 27 шкул çумĕнче 46 ĕçпе кану тата профильллĕ лагерьсен пĕрремĕш смени ĕçлерĕ. Унта 1110 ача канма пултарчĕ. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ильинка шкулĕ çумĕнче ĕçпе кану лагерĕ уçăлчĕ, вăл 15 ачана  йышăнчĕ.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче эпир район прокуратурипе тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле лагерьсен ĕçне тĕрĕслерĕмĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, лагерьсем аванах ĕçлеççĕ, ачасене канма, сывлăха çирĕплетме пур май та туса панă. Çапах татĕрĕслев вăхăтĕнче административлă майпа йĕркене пăсни палăрчĕ. Шатракасси шкул столовăйĕнчи тирпейсĕрлĕх, Мăн Хураçкара чашăк-тирĕке çунă çĕрте хлорлă извеçпе усă курни, ирхи апат пробисене хăвармани, Калайкасси шкул столовăйĕнче урай çумалли инвентаре кирлĕ пек маркировкăламанни пăшăрхантарчĕ. Ачасемпе ĕçленĕ чухне пысăк тимлĕх уйăрмаллине шкул лагерĕсенче ĕçлекенсен пĕр самант та манмалла мар.

- Урамра чăтмалла мар шăрăх тăрать. Пурте эпир çăлăнăçа шывра шыратпăр. Эпир ĕçекен шыв нормисене тивĕçтерет-и;

- Çĕртме уйăхĕнче шыв пахалăхне тĕрĕслерĕмĕр. Пурĕ 87 проба илнĕ, вĕсенчен ĕçме юрăхсăррисем - 10. Тĕслĕхрен, санитари нормисене Мăн Шаптак, Хорнуй ялĕсенчи, Муркаш кайăк-кĕшĕк фабрикинчи, Нискасси, Тивĕш шкулĕсен столовăйĕнчи шыв пахалăхĕ тивĕçтермест. Шыв пахалăхне чакаракан тĕп  сăлтавсенчен пĕри - шыв пăрăхĕсем  кивелни, шыв колонкисене вăхăтра юсаса тăманни. Шыв  пăрăхĕсемпе усă курмалли вăхăт 25-30 çул пулсан, пирĕн районта нумай çĕрте вĕсене 30 çул каялла хывнă ĕнтĕ. Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх  тата  шывăн япăх анализĕсем  пирки хуçалăхсен ертÿçисене, ял тăрăхсен пуçлăхсене тĕрлĕрен санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсем ирттерме предписанисем  патăмăр.

Шăрăх кунсенче шыв пĕлтерĕшĕ самай ÿсет, çавăнпа та ял çыннисене асăрхануллăрах пулма сĕнесшĕн. Таса мар шывпа усă курни: халер, вар хырăм тифĕ, паратифсем, юнлă варвитти (дизентери), гепатит, туляреми, т.ыт. чирсене пуçăнма тата сарăлма май парать. Çавăнпа та вĕретмен шыва ĕçме васкамалла мар. Пур инфекци те тасамартан пуçланать.

- Шăрăх кунсенче апат-çимĕç магазинĕсенче, кафе-столовăйĕнче те хăрушлăх сиксе тухма пултарать пулĕ-ха;

- Çапла. Шăрăх, апат-çимĕç сферинче вăй хуракансене тимлĕрех пулма хистет. Çĕртме уйăхĕнче ирттернĕ черетлĕ тĕрĕслев хыççăн «Илем» кафе, Калайкассинчи шашлычнăй ĕçченĕсене асăрхаттарма тиврĕ.

Специалистсем асăрхаттараççĕ, сĕнеççĕ, анчах пирĕн çав сĕнÿсене тĕпе хурса пурăнма вĕренмелле. Сывлăх - ылтăнран та хаклă мул. Ун çине алă сулни, тимлĕхе çухатни вăхăт иртсен хамăрах пырса çапĕ.

.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 июля 2006
00:00
Поделиться