Моргаушский муниципальный округ

Ĕçсĕррисен ыйтăвĕсене татса пама

 

Ĕç рынокĕ экономика аталанăвĕпе тачă çыхăнса тăрать. Паянхи кун ялсенче ĕç тупасси, уйрăмах çамрăксемшĕн, хуларинчен чылай йывăр. Сăлтавĕсем кунта тĕрлĕрен: вакансисем сахалли, ялсем тĕрлĕ çĕрте сапаланчăк вырнаçни.

Ĕç вырăнĕ пур çыннăн малашлăхĕ те ыранхи кун тĕллевĕ те пур. Ĕçсĕрри вара пачах та урăхла шухăш-кăмăлпа пурăнать. Еплерех-ха ун пеккисен хисепĕ, ăçтан тивĕçлĕ пулăшу кĕтме пултарать шанчăка çухатнă çын. Çак ыйту тавра калаçма ыйтрăм эпĕ Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тьимвĕçтерекен центрăн ертсе пыракан спейиалистĕнчен Р.Г. Владимировăна.

- Роза Геннадьевна, кăçалхи ултă уйăхри кăтартусемпе паллаштарăр-ха, тархасшăн;

- Пирĕн пата пĕрремĕш çур çул хушшинче тивĕçлĕ ĕç шыраса 771 çын килчĕ, вĕсенчен 726-шне ĕç шыракансем тесе учета тăратрăмăр.

56 проценчĕ хĕрарăмсем. Çав шутра 14-18 çулхисем – 508 вĕренекен, вĕсем çуллахи какникул кунĕсенче тата вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунисенчен, 37-шĕ тĕрлĕ организацисемпе предприятисенчен ĕçрен хăтарнисем. Ниçта та ĕçлемен 185 çынна ĕçсĕр тесе йышăннă, 16-29 çулхисем 57 процент. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне  ĕçпе тивĕçтерекен центрта 116 çын ĕçсĕр шутланса тăнă, çав шутран 28,3 проценчĕ пенси çулĕ умĕнхисем (5 çул). Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 60 çын.

- Урăх професси илме вĕренме ярас ĕç мĕнле шайра;

- Кăçалхи 6 уйăхра тĕрлĕ профессисене вĕренме ĕçсĕррисене 41 çынна янă, çав шутран 16-29 çулхисем 85,4 процент* хĕрарăмсем 26,8 процент. Вĕренĕве 50 çын вĕçленĕ.  Тĕрлĕ професси ориентацийĕ çинчен центрта 2252 çын пулăшу илнĕ, професси консультацине - 1238 çын.

Профориентаци енĕпе пулăшу пани, профессисене вĕрентни те ĕçсĕррисен  проблемине самай çăмăллатма май парать.

- Ĕçпе тивĕçтересси мĕнле пурнăçланса пырать;

- Пĕтĕмпе 620 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çав шутран 507 вĕренекен, 82-шĕ ĕçпе тивĕçтерекен центрта официаллă ĕçсĕр тесе шута илнисем. 95 çын валли обществăлла ĕçсем йĕркеленĕ, 91-шĕ ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ. Çак ĕçе явăçтарнисенчен 73,7 процент хĕрарăмсем, 16-29 çулхисем – 28,8 процент.  Вĕсене тÿлеме федераци бюджетĕнчен 28828,9 тенкĕ тăкакланă. Ытти облаçсене 32 çын тухса кайнă. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕррисене пособисене вăхăтрах тÿлесе тăнă, унăн шайĕ çакăн пек: чи пĕчĕкки – 720 тенкĕ, чи пысăкки - 2880 тенкĕ. 6 уйăхра ĕçпе тивĕçтерекен центра районти предприятисемпе организацисем 685 ваканси тăратнă.

Çакна та палăртас килет. Паянхи кун районта çак вакансисем пур:

- Районти тĕп больницăна - врач*

- «Хлебороб» хуçалăха – инженер-энергетик*

- «Лидер» хуçалăха – агроном, осеменатор*

- «Передовик» хуçалăха - ветеринари врачĕ, зоотехник, трактористсем*

- кирпĕч заводне - рабочисем.

Эпир хамăрăн тивĕçе ĕçсĕррисене пулăшасси тесе шутлатпăр, вĕсен йышĕ сахаллантăр тесе тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе кашни çынпа уйрăммăн ĕçлетпĕр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 июля 2006
00:00
Поделиться