Моргаушский муниципальный округ

Малашлăха пăхса ĕçлемелле

 

Çак  шухăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ «Свобода» хуçалăх ĕçченĕсем. Кунтах выльăх апачĕ çителĕклĕ те пахалăхлă пултăр тесе иртен пуçласа каçчен хирте тăрăшаççĕ. Паллă ĕнтĕ, çуллахи тапхăрта ăнăçлă усă курса продукци ытларах илме тимлемелле. Çакна валли майсем туса парас, çăлăнăç çулĕ тупас тесе тимлет К.Е. Сретинский ертÿçĕ.

«Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕ ял хуçалăх производствинче тĕп вырăнта тăрать. Ăна ăнăçлă аталантарни хуçалăх экономикипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавна шута илсе вăхăта сая ямасăр хĕле хатĕрленетпĕр. Агрегатсене çĕнетесси пирки те шутлатпăр. Техникăна улăштарса çирĕплетме паянхи кун питĕ йывăр, хакĕсем кунран-кун ÿссе пыраççĕ. Тырă вырас вăхăт та çитет, çавна валли «Дон-1500» комбайн илсе килмелле. Унсăр пуçне МТЗ-12.21 тата çĕр хатĕрлемелли  тепĕр агрегат çак кунсенчех кÿрсе килесшĕн»,- пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи.

Кунта нумай çул ÿсекен курăксене 450 гектар çинчен çулса пуçтарма палăртнă, паянхи куна ăна 100 процент çулнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 55 гектар çинчен 38 процент пуçтарса илнĕ. Курăксене типĕтсе утă 402 тонна хатĕрленĕ е 36 процент, сенаж хывасси 58 процентпа  танлашать.

А. Соловьев тракторпа нумай çул ÿсекен курăксене çулать, А. Пугачев автомашинăпа ăна сенаж валли турттарать. Вĕсем ку ĕçре тăрăшулăхпа палăраççĕ, коллективра та хисепре.

 - Ÿснĕ курăка вăхăтра çулса пуçтарассишĕн тăрăшатпăр. Çанталăк панă кунпа туллин усă курас тетпĕр. Хĕл хырăмĕ вăрăм теççĕ, çавна тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир,- пĕлтерчĕç юлташсем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июля 2006
00:00
Поделиться