Моргаушский муниципальный округ

Аталану çулĕпе

 

Пуянланать, илемленсе пырать Муркаш. Çулсеренех çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Киввисем те çĕнелсе хăйсен сăн-сăпатне улăштараççĕ. Акă, халăхри пек каласан, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт аякранах çиçсе-çуталса ларать. Тултан çеç-и; Шала кĕрсен те тухас килмелле мар унтан. Хитрелĕхĕшĕн çеç мар. Кашни клиентпа тимлĕ унта ĕçлекенсем, калаçасса та кăмăллă калаçаççĕ.

Чăннипех те юлашки çулталăк çурăра «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Производство кăтартăвĕсем те курăмлăн çÿлелле çĕкленсе пыраççĕ. Пĕр япала çеç улшăнмарĕ кунта: халăхăн йăла-ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртăн малтанхи профилех сыхланса юлчĕ. Кунта вара асăннă предприятин паянхи ертÿçишĕн А.П. Давыдовшăн ашшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Ударник» - хуçалăха 30 çула яхăн ертсе пыракан П.П. Давыдовăн сĕнĕвĕ çул кăтартăвĕ вырăннех пулнă.

 - Çурта туянма шутларăн пулсан, асту: профильне ан улăштар. Ун пек  тумасан, ним ырри те пулмасть.

Платон Павловичăн шухăшĕ тĕп-тĕрĕс пулнине ывăлĕ ăнланчĕ çеç мар. Çакă предприятие рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче каялла ура çине тăма пулăшрĕ. Çук, ăна туянас шухăшпа та килменччĕ-ха вăл район центрĕнчи çак çурта. Бизнесра хăйĕн пурнăç çулне тупнăскер, кунта автомобильсен запас пайĕсене сутмалли пÿлĕм валли вырăн арендăна илесшĕнччĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ун чухнехи ертÿçипе Р.В. Павловпа калаçнă хыççăн предприяти йывăр лару-тăрура иккенне ăнланчĕ.

- Кĕçех предприятин урăх хуçа пулать.

- Кам;

- Халлĕхе паллă мар-ха.

Роман Васильевичăн çак сăмахĕсем Александр Платоновичшăн кĕтмен çĕртен пулаççĕ. Анчах та пуçран çав самантрах кăларса пăрахмасть çав шухăша. Предприяти шăпи уçăмлах пулманни камшăн кăмăллă пултăр. Тата Муркаш варринчех лараканскерĕн çапла мĕскĕннĕн лармалла-и;

Анчах ун чухлĕ укçа çук. Çывăх çынсемпе, юлташсемпе калаçса пăхрĕ. Вĕсем хăйĕн шухăшне ырлани, пулăшма шантарни вăй пачĕ ăна. Тата асăннă предприяти коллективĕ те ăнланчĕ, шанчĕ ăна. Çав 2004 çулхи майăн 30-мĕшĕнче ирттернĕ пайщиксен пухăвне паллашмалла тенĕ пек ăна чĕнчĕç. Пай хуçисен çур йышĕнчен çурри ытла пуçтарăннă  пухура  пайсене А.П. Давыдова сутас ыйтăва кĕртме йышăнчĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн тепĕр 40 кунтан иртнĕ пухăва пайщиксен 95 проценчĕ килчĕ. Пурте пĕр саслăн пулса çÿлерех асăннă йышăнăва турĕç: Александр Платонович çав пухурах асăннă предприятин профильне сыхласа хăварма шантарчĕ.

Сăмаха тытрĕ çĕнĕ ертÿçĕ. Евроюсав  ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра малтанхи пекех çĕвĕ, атă-пушмак юсамалли цехсем, парикмахерски ĕçлет. Кунта аренда  йĕркипе уçăлнă ветеринари, медицина аптекисем, мемориал компанийĕ, Билайн çыхăнăвĕн точки те халăха кирлĕскерсемех.

Пысăк квалификациллĕ специалист пулсан, холодильник-телевизор юсамалли цех та паян тесен паян уçма пулать те-ха. Ку енĕпе проблема пуррине А.П. Давыдов ку йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çапла курать: паян вăл Шупашкарти «Рембыттехника»  предприятипе килĕшÿ тума хатĕрленет. Йăлари техникăна унти специалистсем юсаса пама хирĕç мар.

Икĕ çула яхăн тапхăрта (2004 çулхи августăн 5-мĕшĕнчен ирпе пырать А.П. Давыдов «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна) вăл йывăрлăх авăрне анса ларнă предприятие çав лакăмран туртса кăларчĕ çеç мар - паян «Моргаушрайбыт» районта ырă, ятлă ĕçлеме пултаракан, кунран-кун ăнăçлăрах вăй хуракан предприяти. Çак цифрăсем хăйсемех калаççĕ кунти ÿсĕмсем çинчен.

 Танлаштарăр: 2005 çулта асăннă коллектив пĕтĕмпе 2 миллион та 116 пин  те 400 тенкĕлĕх тĕрлĕ пулăшусем панă. Урăхла каласан, 2004 çулхипе танлаштарсан, умри тĕллевсене 32,9 процент чухлĕ пурнăçланă.

Кăçалхи çур çул пĕтĕмлетĕвне тишкерер. Пĕтĕмпе çулталăк пуçланнăранпа 1 миллион та 649 пин те 300 тенкĕлĕх йăла пулăшăвне панă. Е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 137,6 процент ытларах. Уйрăммăн илсен, парикмахер пулăшăвне парассипе ку кăтарту 135,8 процентпа, уйрăм çынсене кĕпе-тумтир çĕлесе парассипе 130,9 процентпа танлашать. Кĕпе-тумтир, атă-пушмак, сехет  юсанисĕр пуçне ытти пулăшусене пĕтĕмпе 343,2 процент чухлĕ - пурнăçланă.

Кусем вĕсем коллективăн ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулнине, унăн ертÿçин халăха ĕçлеттерес пултараслăхĕ, малтуртăмлăхĕ тапса тăнине çирĕплетекен типĕ цифрăсем. Мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ пытаннă вĕсенче; Çăмăли-ха тата ертÿçĕне хăйсен ĕçне пĕлекен ăста специалистсене пĕр-пĕрне ăнлансан, клиентсен шухăш-кăмăлне мала хуракан коллектива чăмăртама. Мĕн чухлĕ пулнă вĕсем малтанхи чăрмавсем, йывăрлăхсем;

Александр Платонович çакна лайăх ăнланать: паян пурнăç ыйтнă пек ĕçлесен, çынсен шухăш-кăмăлне мала хурсан çеç йывăрлăхсене çĕнтерме, ырă ят çĕнсе илме пулать. Çавăнпах пулĕ ертÿçĕ тилхепине алла илсенех тÿрех парикмахерскине хупать. Мĕншĕн;

- 15 çул каялла.

 - 20 çул каялла.

Акă, мĕнле хуравланă парикмахерсем Александр Платонович хăйсенчен юлашки хут хăйсен  ăсталăхне  хăçан ÿстерни пирки ыйтсан.

Капла ĕçлеме юрамасть - ун чухне пуçра мĕлтлетнĕ пĕрремĕш шухăш ку.  Шупашкарта «Облик» вĕрентÿ комбинатĕнчи мастерсене кунта чĕнсе илет. Кайран парикмахерсем хăйсем унта кайса вĕренеççĕ. Парикмахерскинчи тепĕр икĕ мастер Хусанти «Кредо» студире хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне паянхи кун ыйтнă пек туптаççĕ.  Шупашкарти «Магия» парикмахерсен салонĕнче вĕренни те паян «Моргаушрайбыт» парикмахерĕсене хăйсен  енне клиентсене çавăрма май парать. Çулталăк хушшинче хитре прическа парнелекенсем пурте хăйсен квалификацине ÿстерчĕç.

Паян вара кунти мастерсем хуларинчен пĕрре те кая мар. Ирттермеççĕ пулсан.

А.Н. Смирнова, Н.И. Захарова, М.Г. Шатрова тата ытти парикмахерсем чăннипех те ырă  сăмаха тивĕç.

- Хаксем та хуларинчен каях пек мар-ха, - шахвăртса ыйтатăп А.П. Давыдовран. Кăмăллăн, ăнланмалла хирĕçлет:

- Çÿçе кастарса, сăрласа, хитре парическа тума хулара 1000 тенкĕ тухса каять. Пирĕн патра 300 тенкĕпе çак илеме парнелеççĕ.

Тăрăшуллă ĕçлес килмесĕр епле-ха. Ĕçне кура тÿлевĕ те. Акă, пĕр-икĕ цифра илсе кăтартатăп. Июнь уйăхĕнче икĕ парикмахерăн ĕç укçи 7,5 пин тенкĕшер ларчĕ, тепĕр икĕ мастерăн - 4,5 пине яхăн.

Ку мĕн çинчен калать; Александр Платонович кадрсен ыйтăвне тĕпе хуни ахаль пулманни çинчен. Коллективра вăй хуракансем клиентсен ыйтăвне мала хуни çинчен.

Коллектив ÿсĕмĕн вăрттăнлăхĕ çинчен малалла. 

Йăлтах клиентсем ыйтнă пек тăвăр. Хамăршăн тăкаклă пулсан та, - 33 çулхи ертÿçĕн çак сăмахĕсем халĕ хăй ертсе пыракан коллектив ĕçĕнче тĕп шăнăр пулса тăрать.

Çавăнпах ĕнтĕ паян кунта кĕпе-тумтир çĕлеттерекен,  хăйсен атă-пушмакне çĕнетес кăмăлпа килекенсен йышĕ те ÿссе пырать. Хăйсен ыйтăвне пахалăхлă, кĕске вăхăтрах тивĕçтернĕрен.

Кадрсен ыйтăвĕ предприяти аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннăран кунта çакна палăртмасăр иртме çук. Коллективра нумай çул вăй хуракансем чылаййăн. Мĕншĕн тесен Александр Платоновичăн йыша тĕпрен çĕнетес шухăш нихçан та пулман. Йывăрлăха, паянхи пурнăç ыйтнине, унăн хăвăртлăхне чăтайманнисем, çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхайманнисем хăйсемех коллектив юхăмĕнчен тухрĕç. Дисциплина сăмахра та коллективра «винтиксене» кăшт хытармалли тĕслĕхсем те пулмарĕç мар. Çĕнĕрен килекен специалистсем предприяти çÿлерех асăннă правилăсене шайлаштарни: ăста квалификациллĕ пулни те куçкĕретех.

В.К. Маринова, Л.А. Столярова çĕвĕçсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Л.В. Федотова кĕске вăхăрах ĕçе хăнăхса çитрĕ, пултарулăхпа палăрма пуçларĕ. Е тата çĕвĕ производствин мастерне Л.А. Языкована илер. М.П. Борисовăн ылтăн аллисем тата миçе çыннăн атă-пушмак кун-çулне тăсман-ши; Ĕмĕрĕпех предприятире вăй хунă И.А. Федотован  ăшши, чунĕ тесен те йăнăш пулас çук.

 Автортан. Коллектив авторитечĕ ÿсни çинчен каласан тепĕр тĕслĕх пирки. 1 кварталта Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерстви урлă республикăри 13 шкул-интерната çемçе инвентарьсем çĕлесе памалли тендора выляса илчĕ. Муркашсем çĕленĕ минтерсемпе утиялсем,  матрассем паян Патăрьелĕнчи, Куславккари, Йĕпреçри ачасен интерначĕсене çитрĕç  ĕнтĕ. Паян коллектив Чăваш Енти ытти  интернатсенчи ачасене савăнăç  парнелессипе тимлет. Кун пек массăллă  задачăсене «Моргаушрайбыт» çĕвĕçĕсем пĕрремĕш çĕлемеççĕ ĕнтĕ.  Çулталăк çурăра районти чылай предприятипе организацине  «тăхăнтартрĕç» вĕсем.

А.П. Давыдов ертсе пыракан коллектив. Районти тĕп больницăри сывлăх хуралçисем вĕсем çĕленĕ тăпăл-тăпăл халатсемпе çÿреççĕ. «Моргаушагропромхими», Ильич, Ленин ячĕпе хисепленекен, «Волга», «Лидер», «Хлебороб», «Рассвет» хуçалăхсем те ĕç тумтирĕсене кунта çĕлеттерчĕç.

Шухăшлатăн та, телеех çав вăл коллектившăн ларма-тăма пĕлмен, унта вăй хуракан çынсемшĕн тăрăшакан (ĕç пулсан, ĕç укçи те тивĕçлипех пулать-çке) ертÿçĕ пулни.

  - Паян ĕç пÿлĕмĕнче заказсем кĕтсе ларнипе малаллах каяймастăн, - тет Александр Платонович.

Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ Канаш хулинчи больница ĕçченĕсем паян илемлĕ ĕç тумтирĕпе çÿреççĕ. Республикăра çеç  мар, Мускавах çитрĕ  вăл заказсем шыраса. Икĕ çул каялла юлташĕ урлă пĕрремĕш килĕшÿ тунă Черкизово пасарĕнче паян чăвашри çамрăк Давыдова хăйсен пĕлĕшĕ вырăннех хурсах йышăнаççĕ.

Тĕсесерех пăхăр-ха Муркаш пасарĕнче илсе блузкăр çине: «Моргаушрайбытра» çĕленĕскерех мар-и-ха; Мĕншĕн апла калатăп тетĕр-и; Çак икĕ çул хушшинче кунта ĕçлекенсем Черкизово пасарне валли миçе  пин шифон блузка, вильвет жилетсем çĕлесе пачĕç-ши; Паян вĕсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче юратсах тăхăнаççĕ.

Ÿсĕм тÿрех килет тетĕр-и; Юмахра çеç вăл пурнăç пыл та çу пырать. Пурнăçра вара ĕмĕт хуçăласси те наччасах. Çухату-тăкаксăр та мар. Мускав пасарне валли çĕленĕ курткăсен пĕрремĕш партийĕ - 1,5 пин штук та паян складрах выртать, ав. Заказчиксем те çирĕп ыйтаççĕ-çке. Çĕлесе пĕтернĕ çĕре модăран тухма ĕлкĕрнĕ курткăсем паян коллективра вăй хуракансене пурнăç уттинчен юлмалла марри пирки тепĕр хут асилтереççĕ.

Коллективăн аталанăу çулĕн çĕнĕ страницисем. «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество чăннипех те халăхшăн ĕçленине, тăрăшнине кăтартакан тăслĕхсем татах та пур. Аса илĕр-ха: совет саманинче мĕн чухлĕ ялта районти халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕç-терекен çуртăн филиалĕсем ĕçлетчĕç. Çитмен пурнăç вĕсен алăкне те хупрĕ. Александр Платонович тăрăшнипе, çине тăнипе вĕсене те пĕрин хыççăн теприне «чун» кĕме пуçларĕ. Катькассипе Йÿçкасси ялĕсенче «Моргаушрайбыт» филиалĕсем паян вырăнти халăх ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Мĕн те пулин çĕлеттерме, юсама вĕсем Муркаша килсе çÿремеççĕ. Çĕвĕ цехĕ кашни кунах ĕçлеççĕ, эрнере икĕ хутчен парикмахерсем вырăна тухаççĕ. Мĕн тери меллĕ çакă ял çыннишĕн. Çапла майпа тата тепĕр 7 çын ĕç вырăнлĕ пулчĕ.

Специалистсене ăçтан тупатăр;

- Йăлтах малтан йăла ыйтăвĕсене  тивĕçтерес сферăра вăй    хуракансемех, - хуравлать ертÿçĕ.

Çитес вăхăтра тата 15 çын хăйсен юратнă ĕçĕпе тимлеме пуçлĕç. Пурнăçне чун килĕштернĕ профессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ çынсемшĕн çакăнтан хакли мĕн пултăр. Турайĕнче çапла вара çак кунсенче «Моргаушрайбытăн» черетлĕ тепĕр филиалĕ хăйĕн алăкĕсенех яриех уçĕ. А.П.Давыдов  пек пултаруллă ертÿçĕсем районти халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшнине кăтартса парĕ.

Кăçал мар пулсан тепĕр çул Москакассине те çав телей килсе çапмалла. Кун пирки Александр Платонович халĕ хăй ăшĕнче çеç ĕмĕтленет-ха.

- Ÿкĕнместĕр-и çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ  чиксе хунăшăн, - асăрханарах ыйтатăп эпĕ (ĕç ăнман чух асăннă предприятие юсаса çĕнĕрен ĕçлеттерме тухса кайнă 5 миллион укçа таврăнаймасса та пултарни çинче шухăш шухăшлама пултаракан  пирĕн хăш çынна та шиклентермелле – авт.).

Малтанхи бизнесран илнĕ укçана çакăнта ятăм. Банкирсем кредит парса, юлташсем юсав енĕпе пулăшрĕç. 3 çулта таврăнмалла çак сумма. Халлĕхе çав палăртнă графикпа килĕшÿллĕнех пыратпăр. Çитес çул, акă 2 миллион тенкĕ таса тупăш илме палăртатпăр. Малашнехи планĕпе паллаштарать Александр Платонович.

Ĕмĕчĕсем вара унăн çак асăннă суммăран та хаклăрах, çунатлăрах. Халĕ çул урлă ларакан  «Моргаушрайбыт» çинчех шутланакан йывăç çурт вырăнĕнче 2 хутлă капмар çурт çĕкленмелле. Пĕрремĕш хутĕнче кафе пулĕ. Ача-пăча валли уйрăм зал пулĕ унта. Культурăллă канма, ан тив, пĕчĕкренех вĕренччĕр вĕсем. Иккĕмĕш хутĕнче вара ачасене танлашма вĕрентекен шкул пулмалла.

Халлĕхе çак ĕмĕт пурнăçланасси патне пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çывхарать А.П. Давыдов ертсе пыракан коллектив. Клиентсемшĕн меллĕ пултăр тесе коридорта телевизор вырнаçтарчĕç. Çитес вăхăтрах кунта клиентсем сивĕ шыв е вĕри шыв, е чей ĕçме пултарĕç. 20 литр кĕрекен çак оборудованине вăл туянма пăхса хунă ĕнтĕ. Заказсем йышланса пыни çĕвĕ цехне пысăклатма ыйтать. Ку та  асăннă коллектившăн пурнăçланмалла мар ĕçсем мар. Коллектив пурнăçĕпе пурăнса, тен, киле валли те вăхăт çитмест пулĕ.

Вулакансене кăсăклантарнине шута илсе. Автортан. А.П. Давыдов Шупашкарта хунямăшсен хваттерĕнче пурăнать. Мăшăрĕ Татьяна Георгиевна - юрист-адвокат. Унăн ăнланăвĕ çунатлантарса-хавхалантарса пырать Александр Платоновича. 3 çул çурăри пĕчĕк хĕрĕ Юлия вара, халлĕхе ашшĕ килте çук самантсене хăвăртрах кĕскетес тесе те пуль акăлчан чĕлхипе «шĕкĕлчет». Тăван Анатри Панклинчи кил-çурта çĕнетсе-пысăклатас ĕмĕчĕ пур-ха.

- Халлĕхе ăна валли вăхăт та, укçа та çук, - тет А.П. Давыдов,

пысăк ĕмĕтсем коллектив çитĕнĕвĕнчен килнине ăнланса ĕнтĕ унăн çирĕплĕхĕшĕн тăрăшать. Пĕрле канма та вăхăт тупаççĕ. Çуралнă куна кунта кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче чейпе, тортпа паллă тăваççĕ, професси уявне вара -  кафере. Кăçал, ав, Йÿçкассинчи «Акатуйра» коллективпа тухса кĕчĕç. Эрех-сăрапа иртĕхекенсем çук кунта паян. Хăй те спорта юратаканскер, Александр Платонович çак «чире» пурне те «ертрĕ». Район шайĕнчи ăмăртусене «Моргаушрайбыт» яланах малта. Çĕнсе илнĕ кубоксем 15рен те иртрĕç. Хăйсен волейбол команди вĕсен. Тумне те хăйсемех çĕленĕ. Кăçалхи кĕркуннерен пуçласа «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăрту район летопиçне кĕрсе юлма пуçлĕ.

Çакăн пек ырă йăлана сарассишĕн укçа-тенкĕ хĕрхенмест ертÿçĕ. Районти спортсменсене тăтăшах республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене кайса килме укçа-тенкĕпе пулăшать.

Пĕлтĕр В. Егорова ячĕллĕ  ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 100 пин тенкĕлĕх «Буран» илсе пачĕ. Май килнĕ таран предприятире вăй хуракансене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх сиксе тухсан та пулăшаççĕ кунта. Хваттер илнĕ чухне вăхăтлă укçа-тенкĕ парса пулăшнă тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă.

Александр Платонович çакна лайăх ăнланать:

- Йăлтах çыннăн шухăш-кăмăлĕнчен пуçланать. Кăмăлпа тунă ĕç те ăнать. Çавăнпах пулĕ ăна конкуренци те шиклентермест. Ку енĕпе те унăн шухăшĕсем çирĕп.

- Кашни клиенпа уйрăм чĕлхе тупмалла, - тет вăл. Кĕçех кунти клиентсене компьютер çине кĕртĕç. Апла пулсан, çуралнă кун çитсен, уявсем умĕн «Моргаушрайбыт» клиенчĕсен ячĕпе саламлă телеграммăсем йышăнма пуçлĕç. Кунти пулăшусемпе пĕрмаях усă куракансене парнесем, дисконтлă карточкăсем парĕç. Апла пулсан, тĕрлĕ пулăшусем  йÿнĕрех хаксемпе  пулĕç вĕсемшĕн.

Çавăнпа та малашне «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн клиенчĕсен йышĕ тата ÿсесси пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

Коллективăн çÿлерех асăннă ĕмĕчĕсем пурнăçланасси пирки пушшех те.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июля 2006
00:00
Поделиться