Моргаушский муниципальный округ

1 тонна тулă - 3100 тенкĕ

 

Юн кун Раççей ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев çĕнĕ тырăн патшалăх туянмалли хакне пĕлтернĕ. Европа регионĕнчи хуçалăхсене виççĕмĕш класлă 1 тонна тулăшăн 3100 тенкĕ, Çĕпĕртисене 3300 тенкĕ тÿлеççĕ. Суту-илĕве правительство август уйăхĕнчех ирттерме палăртать.

Краснодар крайĕнче вырма пуçланнă ĕнтĕ. Тулă гектартан 43 центнер тухать, пĕлтĕрхинчен 3 центнер сахалрах.

Ял хуçалăх министерстви кăçал çĕршывĕпе 70-73 миллион тонна тыр-пул пуçтарса кĕртме палăртать.

Çитес çултан тырă пуссисене çĕнĕ йĕркепе страхлаççĕ. Пысăк компанисене аккредитаци йĕркипе çак ĕçе тума шанаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июля 2006
00:00
Поделиться
;