Моргаушский муниципальный округ

Туслă та пысăк çемье пуçĕ

 

В.Н. Наумов Анатри Панкли ялĕнче çуралнă. Тăван тавралăх илемĕ ăна ачаранах тыткăнланă. Сурăм шывĕ, вăрман, улăх-çарансем...

Василий вăрмантах çу каçнă темелле. Вăл лесник ĕнисене пăхнă.

В.Н. Наумов салтак кайса килет. Тăватă çул çурă культура ĕçченĕ пулса вăй  хурать. Çавăн чухне пулас мăшăрĕпе Маргарита Якимовнăпа паллашать. Сăпайлă Матьăк хĕрĕ Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă та Йÿçкассинчи сысна  фермин ертÿçинче ĕçленĕ.

Тăван тавралăха юратни çĕнтерет. Василий Наумович 1981 çултанпа лесник пулса ĕçлет. Вăл тăрăшнипе 120 гектар вăрман лартнă. Патшалăх вăрман фондне 100 гектар çинче çĕнетнĕ. Василий Наумович обществăлла ĕçре те хастар. Иртнĕ çулхи октябрьте ăна ентешĕсем Йÿçкасси ял тăрăхĕн депутатсен  Пухăвĕн депутатне  суйланă. Вăл вырăнти художество пултарулăх коллективĕн активлă членĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ. В.Н. Николаева ЧР Вăрман хуçалăх агентствин, опытлă вăрман хуçалăхĕн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл «X лет службы в гослесоохране РФ», «XX лет службы в гослесоохране РФ» паллăсене те тивĕçнĕ.

Василий Наумович мăшăрĕпе Маргарита Якимовнапа пилĕк ача пăхса ÿстереççĕ. Виçĕ хĕрĕ - Мария, Надежда, Светлана - патшалăх педагогика универститетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйсен сппециальноçĕпе ĕçлеççĕ. Алексей ывăлĕ университетăн экономика факультечĕн 4 курсне пĕтерчĕ. Иван ывăлĕ кунти географи факультечĕн 1-мĕш курсне питĕ лайăх паллăсемпе вĕçлерĕ.

Николаевсен пысăк та туслă çемйи çак кунсенче çемье пуçне 50 çул тултарнă ятпа саламлать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться
;