Моргаушский муниципальный округ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕ

 

2006 çулхи вырмари ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем хушшинчи конкурс çинчен

Механизаторсене анлăн явăçтарма тата вырма ĕçĕсене агротехникăпа палăртнă кĕске тапхăрта пахалăхлă ирттерме

1. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем хушшинче августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен конкурс ирттерес, итогĕсене кашни эрнере пĕтĕмлетес.

2. Вырмара механизаторсем хушшинче агротехника требованийĕсене, хăрушсăрлăх техникине, ĕç дисциплинине пăхăнса чи пысăк кăтартусем тунисем çĕнтернĕ тесе шутлас.

3. Конкурсра призлă вырăнсем йышăннисем валли çакăн пек премисем çирĕплетес, тырă çапса тĕшĕлемелли эрнери нормăсене тултарнисене свидетельствăсем парас:

Дон-1500, Енисей-954 комбайнсен йышĕнче - 280 тонна:

1 вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство),

2 вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство),

3 вырăн 100 тенкĕ (свидетельство).

Енисей-1200 комбайнсен йышĕнче - 224 тонна:

1 вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство),

2 вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство),

3 вырăн - 100 тенкĕ (свидетельство).

 Нива-СК-5 комбайнсен йышĕнче - 182 тонна:

1 вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство),

2 вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство),

3 вырăн - 100 тенкĕ (свидетельство).

2006 çулхи вырма итогĕсемпе мала тухнă экипажсем валли 3 преми çирĕплетес:

Пуринчен нумай тырă çапса тĕшĕлесе мала тухнă комбайнерсен экипажĕсем хушшинче:

1 вырăн – 1200 тенкĕ, 1 степеньлĕ диплом, чемпион хăйăвĕ.

2 вырăн - 1000 тенкĕ, 2 степеньлĕ диплом.

3 вырăн - 800 тенкĕ, 3 степеньлĕ диплом.

Вырмара тырă турттарса мала тухнă водительсем хушшинче:

1 вырăн  - 600 тенкĕ, 1 степеньлĕ диплом, чемпион хăйăвĕ,

2 вырăн - 500 тенкĕ, 2 степеньлĕ диплом,

3 вырăн - 400 тенкĕ, 1 степеньлĕ диплом.

Тырă-пулă сăвăртса мала тухнă звеносем хушшинче:

1 вырăн - 1500 тенкĕ (2006 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур кирлĕ вăрлăхăн 100 процентне кондицие çитермелле), 1 степеньлĕ диплом,

2 вырăн – 1200 тенкĕ (çÿлерех палăртнă срока мĕн пур кирлĕ вăрлăхăн 95 процентне кондицие çитермелле), 2 степеньлĕ диплом.

3 вырăн – 1000 тенкĕ (çÿлерех палăртнă срока мĕн пур кирлĕ вăрлăхăн 90 процентне кондицие çитермелле), 3 степеньлĕ диплом.

4. Конкурс итогĕсене кашни эрнере массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлемелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться