Моргаушский муниципальный округ

Мĕн акнине пуçтарса илесчĕ

 

Уй-хирти ĕç-хĕлпе интересленсе, эпĕ вăрăм çула тухрăм. Нумай хуçалăхсен уйĕсенче пултăм. Тÿрех каламалла, ăçта кĕрхи çĕртме сухине пĕтĕмпех, вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварнă - çав хуçалăхсенче тырă-пулă япăх мар аталанать. Пăхатăн та, уйсенче пĕр çум курăкĕ те курăнмасть. Тинĕс хумĕ пек пуян тыр-пул хумханса ларать. Кĕрхи çĕртме туман хуçалăхсенче вара урăхла «ÿкерчĕк».

Акă  «Свобода» хуçалăха илес. Ку хуçалăхра çÿлленех кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăвараççĕ. Çавна май ку хуçалăхра тырă-пулă япăх мар аталанса çитĕнет. Тырă-пулă вăйлă аталанса  çитĕннин сăлтавĕ, çур акинче ака ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланинчен те нумай килет.

Акă пĕр тĕслĕх. «Свобода» хуçалăхра иртнĕ кĕркунне акса хăварнă калчасем хĕллехи сивĕре шăнса çĕрнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çав уйсене çуркунне тепĕр хут акса хăварчĕç. Тăватă кун иртсен, çав уйпа юнашарах культиваци туса каллех урпа акса хăварчĕç. Тÿрех каламалла, паян çав уйсенчи тыр-пул уйрăмлăхĕ питĕ пысăк. Тăватă кун малтан  акни вăйлă аталанса çитĕнет, кайран акни вара, чылай начартарах. Ахальтен мар çурхи культура çапла каланă пулать: «Мана лапра ăшне акатăн - уссине нумай куратăн». Уйрăмах çур аки ĕçĕсене чылай  кая юлса вĕçленнипе туăçлă тыр-пул туса илеймеççĕ хуçалăхсенче. Çула май машинапа трактор  паркĕсене кĕрсе тухма вăхăт тупрăм. Нумай хуçалăхсенче вырма техникине юсаса хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара питĕ кирлĕ ĕçе тытăнман тени тĕрĕсех пулать. Пĕр хуçалăхри нумай вăхăт ĕçлекен комбайнерпа калаçса пăхрăм. Акă мĕн каласа пачĕ вăл мана: «Иртнĕ вырма вăхăтĕнче пирĕн пĕр комбайнăн тырă çĕре юхасран картлакан пайĕ татăлса улăмпа тухса ÿкнĕ.  Комбайнер çакна асăрхаман. Вырма вĕçленичченех ĕçленĕ». Паллах, сахал мар вăл комбайнер çĕр çине тырă тăкса хăварнă. Иртнĕ çул комбайнсем çĕре тырă тăкса хăвараçĕ тенине илтсен (эпĕ комбайнерта ĕçленĕскер) вырма вăхăтĕнче выракан комбайнсене комбайнерсемпе пĕрле тĕрĕслесе пăхрăм. Пăхатăн та, пĕтĕмĕшле тырă куçса пыракан шултра али пĕтĕмпех арпапа тулса ларнă. Тырăна кирлĕ çĕре юхма памасть. Çапла вара тĕшĕленĕ тырă арпапа хутăш çĕре юхса юлать. Ĕлĕк эпир шултра ала  çинчи арпана ятарлса хамăр тунă тимĕр креплепе тасатса тăраттăмăрччĕ. Тĕшĕленĕ тырă пĕрчисем хальхинче çĕре юхман. Паянхи комбайнерсем ун пек тумаççĕ курăнать.  Тырă çĕр çине юлни вĕсене кăсăклантармасть. Вырмара комбайнсем çĕре тырă нумай юхтарнă пирки пĕр хуçалăхри правлени членĕпе калаçса пăхрăм: "Вырмара комбайнерсем техникăна хытă хăвалаççĕ. Тĕшĕленĕ тырăна арпаран уйăрса илме комбайнсем ĕлкĕреймеççĕ. Пуçлăхсем комбайнерсенчен çирĕп ыйтмаççĕ", - каласа пачĕ вăл мана. Çав хуçалăхри малта пыракан комбайнерта правлени членĕ каланине пĕтĕмпех çирĕплетрĕ. Хăйĕн айăпне йышăнчĕ. Тырă - халăх пуянлăхĕ. Тырă пулсан халăх та пуян. Çак принципа кашни çĕр ĕçченĕн нихăçан манас марччĕ. Ман шутпа, комбайнерсен вырмари ĕçне тăтăшах тĕрĕслесе  тăмалла.

Çапла тума хуçалăхсенче вăй çитет: председатель, агроном, инженер, трактор бригадин бригадирĕ, уй-хир бригадирĕсем тата ревизи комиссийĕн председателĕ. Çакăн чухлĕ вăй-хăват пур çинчех кашни çул халăх пуянлăхне хире тăкса хăваратпăр. Кĕркунне çумăрсем çума пуçласан юхса юлнă тырă мăк пек шăтса тухать те ĕçлекен халăха тĕлĕнтерет те, тарăхтарать те.

Комбайнсене юсаса вырмана хатĕрлес тĕлĕшпе хуçалăхсен пуçлăхĕсене манăн çапла калас килет. Вăхăт хăвăрт иртнине шута илсе, çав юсав ĕçĕсене паян-ыранах тытăнасчĕ. Комбайнсене тĕплĕн тата шанчăклă юсамалла. Кашни комбайн çине шултра алана тасатса тăма тимĕр креплесем хатĕрлемелле. Ку вара питĕ кирлĕ. Комбайнăн молотилка хыçĕнчи пайĕнче тырă юхса юласран фартук-саппун пулмалла. Комбайнерсемпе вĕрентÿсем ирттермелле. Çÿлте асăннисене пурне те пурнăçа кĕртсен, паллах, малтанхи пек хире тырă тăкăнса юлмĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться