Моргаушский муниципальный округ

Комбайнерсен канашлăвĕнче

 

Иртнĕ эрне кун Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра районти комбайнерсен канашлăвĕ пулнă. Кунта кăçалхи вырмана хатĕрленсе ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлура район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тухса каланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н. Иванов доклад тунă.

Вырма - ял ĕçченĕшĕн уйрăмах ответлă тапхăр. Ĕçе кирлĕ пек йĕркеленинчен, экономика условийĕсем туса панинчен, ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿленинчен килет ĕç ăнăçлăхĕ.

Канашлура вырмана ăнăçлă ирттерме район шайĕнче механизатросем хушшинче конкурс ирттерес ыйтăва сÿтсе явнă. Ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлес ыйтăва та пăхса тухнă. Райхаçатăн паянхи номерĕнче район админстрацийĕн пуçлăхĕ вырмари механизаторсем хушшинче конкурс ирттересси çинчен каланă хушăва  тата ĕçшĕн тÿлеме сĕннĕ условисене пичетлетпĕр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться
;