Моргаушский муниципальный округ

Асран тухмĕç лагерьти кунсем

 

Çу вăхăчĕ... Çак вăхăта кашни ача тĕрлĕрен ирттерме тăрăшать. Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул  çумĕнче «Шăнкăрав курăкĕ» («Колокольчик») канупа сывлăха çирĕплетмелли лагерь уçăлчĕ. Çак лагерьте 3-8 классенче вĕренекен 15 шкул ачи канать, ачасен шутĕнче эпĕ те пур. «Шăнкăрав курăкĕ» лагере çÿренишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Мĕншĕн тесен кунта кашни кун çĕнни, интересли пулса иртет. Ир пулсассăн часрах лагере васкатăп. Пире унта лагерь ертÿçи Алиса Васильевна Иванова, Ангелина Иосифовна Белова тата Екатерина Анатольевна Николаева воспитательсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Кунти пурнăç чи малтан зарядкăран пуçланать. Ун хыççăн паянхи кун йĕркипе паллаштараççĕ. Кашни кун тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем пулса иртеççĕ. «Манăн лагерьти пурнăç» темăпа ÿкерчĕксем ÿкертĕмĕр. Кашни ача хăйне килĕшнĕ самантсене сăнласа пама тăрăшнă. Жюри кашни ачан ĕçне тимлĕ пăхса тухрĕ. Манăн ÿкерчĕк вĕсене ытларах кăмăла кайрĕ пулмалла. Çак конкурсра çĕнтернĕшĕн мана сăрăсем парнелерĕç.

Нумаях пулмасть эпир пулă тытма кайрăмăр. Акă пире Ангелина Иосифовна пулăçсен конкурсĕн йĕркипе паллаштарчĕ. Пĕрремĕшĕ –  кам маларах пĕрремĕш пулă туртса кăларать. Кĕçех 4-мĕш класран вĕренсе тухнă Игорь Иванов вăлтине пĕрремĕш пулă çакланчĕ. Ку арçын ачасене татах та тимлĕ пулма хавхалантарчĕ. Халĕ ĕнтĕ кам нумайрах пулă тытасси пирки тупăшма тытăнчĕç. Хĕр ачасем арçын ачасене хавхалантарсах тăчĕç. Пулă нумай тытассипе 3-мĕш класран вĕренсе тухнă Дима Федотова çитекенни пулмарĕ. Ачасем хаваслă кăмăлпа шкула таврăнчĕç. Пире поварсем  хамăр тытса килнĕ пулăран пулă яшки пĕçерсе çитерчĕç. Те хамăр тытнă пулăран пĕçернĕрен, çак пулă яшки питĕ тутлă пулчĕ.

Эпир кунта вăйăсем  вылятпăр кăна мар, хамăр пĕлĕве аталантарас тесе компьютерпа ĕçлетпĕр, тĕрлĕрен видеофильмсем пăхатпăр.

Лагерьти ачасем районта ирттерекен спартакиадăна та хутшăнчĕç. Пирĕн шкул 4-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Эпир пурте уншăн савăнтăмăр.

Лагерь вăхăчĕ те кĕскелсех пырать. Унта ирттернĕ вăхăт ман асра нумайлăха юласса шанатăп, мĕншĕн  тесен эпир кунта юлташсемпе уçă сывлăшра нумай пултăмăр, çĕннине те тĕпчерĕмĕр. Çакăн пек лагерьсене  эпĕ кашни çулах çÿреме хатĕр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 июля 2006
00:00
Поделиться