Моргаушский муниципальный округ

Шывпа усă курнăшăн тÿлесси пирки

 

Редакцие Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Çĕньял Апаш ялĕнчи В.Е. Васильевран шывпа усă курнăшăн тÿлемелли йĕркене ăнлантарса пама ыйтса çыру килчĕ. Ăна тĕрĕслеме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленине ярса патăмăр.

Управлени ертÿçин çумĕ Н.В. Любимов редакцие çапла хуравларĕ: «Çырăва вырăна  Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăха тухса, шывпа усă курнăшăн тÿлемелли йĕркене тĕрĕсленĕ.

2004 çулта В.Е. Васильева шывпа усă курнăшăн  тÿлеме 1187 тенкĕ те 67 пус çырса панă. Укçине куçарман. 2005 çулта 1238 тенкĕ те 10 пуслăх счет тăратнă. В.Е. Васильев 2515 тенкĕ тÿленĕ. 2006 çул пуçламăшне сальдо (ытлашши тÿлени) 96 тенкĕ те 21 пус пулнă.

Шывпа усă курнăшăн тÿлеттерессине депутатсен районти Пухăвĕ йышăннă нормативсемпе килĕшÿллĕн тунă.

Пăрăх хунăшăн укçа пуçтарнине тупса палăртман


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июня 2006
00:00
Поделиться
;