Повар пулас тесен
Редакцие 9-мĕш класра вĕреннĕ Денисран (вăл хушамачĕпе ял ятне кăтартма ыйтман) çыру килчĕ. Вăл повар профессине алла илесшĕн.
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен редакцие çапла хуравларĕç: «Хисеплĕ Денис!
Повар специльноçне эсир 9 класс хыççăн çак вĕрентÿ заведенийĕсенче алла илме пултаратăр:
Етĕрне хулинчи 25№ прфессиллĕ лицейре, çак хулари Октябре 50 çур урамри 71Т çуртра вырнаçнă. Кунта повар-кондитерсем хатĕрлеççĕ, 2 çул кăнтăрлахи формăпа вĕренмелле.
Шупашкарти 31№ професси училищинче, çак хулари Гагарин урамĕнчи 15А çуртра вырнаçнă. Кунта сутуçăсене, контролер-кассирсене хатĕрлеççĕ, 3 çул вĕренмелле.
Çĕнĕ Шупашкарти 14№ прфессиллĕ училищĕре, çак хулари Коммунистическая урамри 37 çуртра вырнаçнă. Кунта повар-кондитерсене хатĕрлеççĕ, 2 çул кăнтăрлахи формăпа вĕренмелле.
Шупашкарти 20№ прфессилле училищĕре, «Олимпийский» стадиона хирĕç вырнаçнă».
Денис, сана малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунатпăр!