Моргаушский муниципальный округ

«Асамат кĕперĕ» лагерьте е кăмăл-туйăм та хаваслă, сывлăх та çирĕпленет...

 

Тивĕшри вăтам шкулта кăçалхи вĕренÿ çÿлĕ хĕлле сивĕсем пулнă пирки çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкул çумĕнче «Асамат кĕперĕ» («Радуга») канупа сывлăха çирĕплетмелли лагерь уçăлчĕ. Кунта 4-8 классенче вĕренекен 15 шкул ачи канать. Лагерь ĕçне унăн ертÿçи Алина Ивановна Семенова  тата З.П. Борисовăпа Т.Г. Александрова педагогсем йĕркелесе пыраççĕ.

Лагерьти пурнăç канакансемшĕн те хаваслă та усăллă иртет. Лагерьти пурнăç кунсерен линейкăран пуçланать, кунта ĕç планĕпе паллаштараççĕ. «Туслă  ушкăн», «Уйрăлми туссем» отрядсенчи  ачасем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ спорт вăййисенче, конкурссенче ăмăртаççĕ, хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Акă кĕске тапхăртах лагерьте çакăн пек мероприятисем пулса итртрĕç: «Пĕчĕк Олимп вăййисем», «Хаваслă стартсем», «Асамлă уй», «Тинĕс эстафети», «Вăрман уявĕ», асфальт çинчи ÿкерчĕкĕсен «Лагерь çăлтăрĕ» конкурсĕ, кулăшла конкурссем: Еремăпа Фома патĕнче хăнара, Вупăр карчăк патĕнче хăнара, Петрушка пуканесен театрĕнче  т.ыт.те.

Лагерьте канакансем кунне иккĕ апатланаççĕ, меню пуян, ачасем Е.М. Ефимова повар ĕçĕпе кăмăллă.

«Асамат кĕперĕ» лагерьти пурнăç нумай енлĕ. Ачасем каннă хушăрах тĕрлĕ ĕçсем те пурнăçлаççĕ: лагерь территорине тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ, эмел курăкĕсем пуçтараççĕ. Вĕсем Тивĕш лавккине пĕр тонна ытла эмел курăкĕсем пухса  пачĕç. Арина Медведева, Ваньăпа Дима Сухоруких, Сергей Ильин, Анжеликăпа Ирина Ильинасем, Стас Ефимов, Алеша Иванов уйрăмах тăрăшуллă пулнине палăртрĕç Р.Семеновăпа Л. Ильина сутуçăсем. Ачасен лагерьти пурнăçĕ татах  тепĕр 10 кун тăсăлмалла-ха. Апла пулсан малашлăхра татах та хаваслă та хĕрÿ ĕçсем: вĕсем тăван тавралăхра çÿлçÿревре пуласшăн, Шупашкара эскурсине те кайса музейсене çитсе курма ĕмĕтленеççĕ.

Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунар эппин, вĕсене.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июня 2006
00:00
Поделиться