Моргаушский муниципальный округ

53-мĕш Акатуй нумайлăха асра юлчĕ

 

Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Акатуй уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ шăмат кун Лантăш вăрманĕн уçланкинче пулнă уяв район çыннисемшĕн нумайлăха асра юлчĕ.

Муркашсене саламлама ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров хăйĕн мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа килсе çитрĕ. Уяв «Çĕрĕм-шывăм, чечеклен» юрăпа ташă композицийĕпе уçăлчĕ.

Чи малтанах уçланкăна пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламаларĕ. Çавна май паян патшалăх ял хуçалăхне, уйрăм хушма хуçалăха аталантарма пулăшнине, çав  майпа усă курмаллине палăртрĕ.

Юрий Александрович ял ĕçченĕсене çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тав турĕ.

ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров район çыннисене саламанă май çакна палăртрĕ:

- Муркашсем чăннипех та тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Татах та ытларах тума пултаратăр эсир,-терĕ вăл. Николай Васильевич ĕçре маттуррисене тĕрлĕ министерствăсен Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Унтан вăл «Вĕрентÿ» наци прогаммипе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн грантне - 1 миллион тенке тивĕçнĕ Муркаш лицейне, ЧР Президенчĕн грантне - 200 пин тенке тивĕçнĕ Калайкасси шкулне çав суммăна илме ирĕк паракан документсене пачĕ.

Районти медицина ĕçченĕсемшĕн те асра юлчĕ çак кун. Николай Васильевич районти тĕп больницăна валли «Сывлăха сыхласси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 3 миллион тенкĕлĕх диагностика оборудованийĕ тата «Васкавлă  пулăшун» 3 машини килсе çитни пирки калакан документсене парса саламларĕ.: пĕтĕмпе 4 миллион та 765 пин тенкĕлĕх. Ку çеç те мар. 2-мĕш номерлĕ тĕп больница валли тепĕр 729 пин тенкĕлĕх диагностика оборудованийĕ илмелли документ та тем пысăкăш  парне пулчĕ Президентран. Президент пирĕн район республикăри «Чăваш Республикинче 2010 çулччен ялсене социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа та ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Отарккăри Зинаида Геннадьевнăпа Юрий Иосифович Скворцовсен çемйине çурт лартма 142 пин тенкĕ субсидие тивĕçни çинчен калакан Свидетельствăна парса чысларĕ. Çак чыса Турайĕнчи Надежда Николаевнăпа Евгений Витальевич Орловсен (140 пин тенкĕлĕх), Мулкачкассинчи Роза Ивановнăпа Сергей Валерианович Наумовсен (120 пин тенкĕлĕх), Муркашри Татьяна Алекеевнăпа Александр Михайлович Рыбниковсен (140 пин тенкĕлĕх) çемйисем тивĕçрĕç.

Муркашсене çак кун çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Г. Аксаков, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М. Краснов, ытти министрествăсемпе  ведомствосен представителĕсем, кÿршĕллĕ Туçи Мари республикинчен, ытти районсен представителĕсем саламларĕç.

Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н. Иванов çурхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Кăçал çурхи культурăсене пĕтĕмпе 19,2 пин гектар çинче акса-лартса хăварнă. Çав шутран 15,3 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 965 гектартан нумайрах. Пĕр çул ÿсекен курăксем 1713 гектар, çĕрулми 1367 гектар, пахча-çимĕç 131 гектар, выльăх кăшманĕ 325 гектар тата силослăх культурăсем 159 гектар йышăнаççĕ. «Восток», Ильич яч. хис., «Оринино», «Свобода», «Ударник», «Рассвет» хуçалăхсенче çуракие кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттерчĕç. Хуçалăх ертÿçисем, специалистсемпе механизаторсем пысăк яваплăхпа ĕçлерĕç. «Ударник» хуçалăхри И.Е. Иванов, Ильич яч. хис. хуçалăхри Ю.И. Давыдов, «Свободăри» А.П. Валежников, «Орининăри»  А.М. Архипов, «Геройри» И.Н. Дмитриев тата ытти чылай механизатор 850-250 эталон таран ĕçсем пурнăçлама пултарчĕç.

Хуçалăхсене çураки ирттерме «Моргаушагропромхимия», «Моргаушагропромснаб», «Моргаушавтотехсервис», «Муркашри сĕт-çу завочĕ» чылай пулăшрĕç: укçа-тенкĕпе те, запас пайĕсемпе те, техникăпа та, ăна юсассипе те.

Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç Акатуя: аш-какай туса илесси те, сĕт сăвасси те ÿсрĕ.

Г.П. Ковалева («Оринино») доярка, В.А. Дмитриева («Ударник») техник-осеменатор, «Муркашри чăх-чĕп фабрикин» ĕçченĕсем тата ыттисем те тава тивĕç. Нумай-нумай ял ĕçченĕ Акатуйра район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Район аталанăвĕнче уйрăм хушма хуçалăхсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Акă, Çатракассинчи А.А. Васильева мăшăрĕпе ĕне усраса, патшалăха 5 уйăхра 2734 килограмм сĕт панă. Çармăçкассинчи А.К. Самушков вара 2803 килограмм аш панă килти хушма хуçалăхран патшлăха. Мăн Шашкарти Г.Г. Волкова  Мăн Сĕнтĕр райповĕ урлă 4580 килограмм сĕт, 150 килограмм аш сутнă. 12 пин тенкĕлĕх пахча-çимĕç туса илнĕ. Апчарти  В.Г. Ванюшкин хуçалăхĕ 2512 килограмм сĕт сутнă патшалăха.  Çĕньял Муркашри А.Ю. Крольков 100 ытла сысна усрать.

 Кăçал  Акатуя ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкне халалларĕç. Çавна май ĕç, çемте пĕлтерĕшĕ район аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулнине палăртрĕç. Уявра Орининти Ивановсен ĕç династине чысларĕç. Вĕсен вĕрентÿ ĕçĕнчи стажĕ - 187 çул. Династие пуçарса яраканĕ Г.И. Иванова ачасене 34 çул биологипе вĕретнĕ. Ачисем те вĕрентекен профессине суйланă.

Бурцевсен ял хуçалăх ĕçĕнчи стажĕ вара - 122 çул. Династие пуçаракан Н.А. Бурцев çерем уçнă çĕрте ĕçленĕшĕн Совет Союзĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă.

Районта нумай ачаллă çемьесем те çителĕклĕ. Акатуйра Юнкăпуçĕнчи Людмила Николаевнăпа Сергей Михайлович Апроськинсен, Иштерекри Нина Геннадьевнапа Юрий Игнатьевич  Яковлевсен 7 ачаллă çемйисене те чысларĕç.

Район çыннисем пушă вăхăта та чуна килĕшмелле ирттереççĕ. Акатуйра ял тăрăхĕсен тăратнă ал ĕçченĕсенчен те яр уççăнах курăнчĕ. Куçкăнти А.Н. Васильева тĕрленĕ турăшсем, Муркашри З. Малыгинăпа Л. Федорова тата ыттисен те тĕррисем те чăннипех тыткăна илеççĕ. Мăн Сĕнтĕрти И.П. Афанасьев, Çатракассинчи М.М. Димитриев, ытти художниксен  ÿкерчĕкĕсен умĕнче нумайччен пăрăнаймасăр тăратăн.

Кăçал ял тăрăхĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе вара уява хăйсем тăратнă сăн ÿкерчĕксемлĕ стендсенчен паллашрăмăр.

Çанталăк сулхăнтарах пулни те çак кун никам кăмăлне те пăсмарĕ. Çÿлти сцена çинче художество пултарулăх колективĕсен концерчĕ пулчĕ. Аялти сцена вара хăй çывăхне эстрада юррисене кăмăллакансене пуçтарчĕ.

Спорта юратакансемшĕн те чун апачĕ тăраничченех пулчĕ. Уявра волейболла вылярĕç, кĕрешрĕç, кире пуканне йăтрĕç тата ытти тем тĕрлĕ ăмăртусем пулчĕç кунта:  пĕтĕмпе 10 тĕспе.

Ачасем вара карусельпе ярăнса чунĕсене уçрĕç. Вĕрсе хăпартнă çурт-картишĕнче ярăнса-сиксе савăнчĕç.

Вăхăт тĕлĕнмелле хăваăрт иртрĕ. Акă, уяв та вĕçленсе пычĕ. Унта халăх пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсĕнче мала тухнă коллективсене чысларĕç. Юрăпа ташă халăх ансамблĕсенчен малти виçĕ вырăна тивĕçнĕ «Шуракăш» (Оринин), «Шуçăм» (Москакасси), «Ямаш» (Мăн Сĕнтĕр), халăх фольклор ансамблĕсенчен «Екрем» (Ярапайкасси), Муркаш» (Муркаш), «Тăванлăх» (Мăн Токшик), халăх театрĕсенчен Кашмашсемпе Орининсем, юрăпа ташă ансамблĕсенчен Сыпайсем, Юнкăсемпе Калайкассисем, эстрада ушкăнĕсенчен Турайсем, Тойкилтĕсем, Катькассем, драма коллективĕсенчен Шомиксем, Çуткÿльсемпе Панклисем, вокалла инструменсен ансамблĕсенчен (Мăн Сĕнтĕр), эстрадăпа фольклор ушкăнĕсенчен «Расна» (Муркаш), «Çăлкуç» (Муркаш райповĕ) укçан парнесене тивĕçрĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисем те парнеллĕ пулчĕç.

Халĕ вара район ĕçченĕсем акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене йĕркеллĕ çитĕнтерессишĕн, умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн тимлеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 июня 2006
00:00
Поделиться