Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Сире канăçсăр ĕçшĕн, ыр кăмăллăхшăн, çынна хĕрхенме пĕлнишĕн тав тума ирĕк парсамăр. Шурă халатлă çынсем чунпа ÿт-пÿ чирне сиплесе пациентсене шанăç парнелеççĕ, пурнăç илемне тавăраççĕ.
Халăх сывлăхĕ - пирĕн патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Юлашки çулсенче республикăри сывлăх сыхлавĕ çĕнĕ пахалăхлă шая тухрĕ. Ятарлă пулăшу тĕсĕсем хăвăрттăн аталанаççĕ. Амăшĕпе ачалăха упрас сферăра медицина пулăшăвĕн пĕрлехи системине туса хунă. Эпир йышăнакан мерăсем демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май параççĕ. Кун пирки çĕршыв Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Çырура каларĕ.
Чире асăрхаттарни сиплессинчен çăмăлрах. Прфилактика ĕçне йĕркелесси, медицина пулăшăвĕн пирвайхи сыпăкне аталантарасси - республикăри сывлăх сыхлавĕн реформин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Пирĕн республикăра йĕркеленĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн институчĕ хăйĕн эффективлăхне кăтартса пачĕ. Çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă 300 ытла офис халăха пахалăхлă пулăшу парать. Çакă уйрăмах ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ.
«Сывлăх» наци проекчĕ пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе паянах курăмлă утăмсем тума май пачĕ. Пирĕн республикăра ăна маларах пурнăçлама тытăннă. Наци проектне вăя кĕртни больницăсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме çеç мар, медицина ĕçченĕсен статусне ÿстерме те май парать. Республикăра тăвакан федераллă центр халăха çÿллĕ шайри медицина технологийĕсемпе сипленме май парĕ.
Хаклă медиксем! Сире тата сирĕн çемйĕрсене пур пуçарура та ÿсĕмсем, ырă сывлăх, телей тата тулăх пурнăç сунатăп.
Н. Федоров, Чăваш Республикин Президенчĕ.