Кадрсем çителĕклĕ
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланиччен вунă кун ытларах çеç юлчĕ. Çырав вăхăтĕнчи тĕп ĕç, тĕп йывăрлăх çыравçăсемпе инструкторсем çине тиенет. Чи кирли вара кунта çырав хучĕсене тĕрĕс çырма пĕлни. Районти вунсакăр инструктора ял хуçалăх çыравне ирттерессишĕн яваплă С.Ф. Кириллова уполномоченнăй вĕрентÿ ирттерсе, тивĕçлĕ удостворенисем пачĕ.
Июнĕн 19-мĕшĕнче район администраци çуртĕнче тата 112 çыравçă вĕренĕç. Палăртмалла, çырăва хутшăнакансенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, ку тĕлĕшпе ĕç опычĕ пухнă.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"