Ю.А. Иванов: «Мускаври тĕл пулусем усăллă иртрĕç».
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-мĕш номерлĕ федераллă саккун вăя кĕчĕ. Вăл пурнăçа кĕме пуçланнăранпа унпа çыхăннă ыйтусем те сахал мар сиксе тухрĕç. Çавăна та Раççейри саккун кăларакансем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче асăннă саккуна пурнăçа кĕртес ĕçре ĕçлĕ партнерла хутшăнусем кирлех. Шăпах çак тĕллевпе ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсен Константин Косачевпа Павел Семенов (вĕсем çĕршывăн саккунсем кăларакан органĕн аялти палатинче Чăваш Республикин представителĕсем шутланаççĕ).
...Вырăнти влаç реформи: каяллахи çыхăну» проекта пурнăçа кĕртме пуçларĕç.
Иртнĕ кĕçнерни кун вара асăннă проекта пурнăçлас тĕллевпе пирĕн республикăри муниципаллă районсен пуçлăхĕсем Мускавра пулчĕç. Вĕсем Патшалăх Думинче, Федераци Канашĕнче тата Раççей Федерацийĕн Президент Администрацийĕнче иртнĕ тĕл пулусенче хутшăнчĕç.
Палăртмалла, республикăри вырăнти влаç представителĕсем ку ыйтупа пĕрремĕш пулмарĕç. Хальхинче делегацире пирĕн район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле Патăрьел, Комсомольски, Вăрмар, Çĕмĕрле, Красноармейски, Тăвай, Муркаш, Етĕрне районĕсен пуçлăхĕсем пулнă.
Чи малтанах вĕсем Патшалăх Думинче Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕпе Г.В. Куликпа тĕл пулнă. Генадий Васильевич район пуçлăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем çинчен калакан федераллă саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăхне йĕркеллĕ ĕçлеттерес, çак отрасль йĕркеллĕ аталантăр тесе тата мĕн тумалли пирĕн район пуçлăхĕнчен шухăшне ыйтрĕ.
Калаçу кунта «Дача амнистийĕ çинчен» саккун проекчĕ тавра та пулчĕ. Комитет председателĕ асăннă саккун уйрăм хушма хуçалăхсене пырса тивни пирки те каларĕ.
Вырăнти самоуправлени ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет членĕсемпе Г. Голиковпа, А.И. Салихова тата асăннă комитет аппарачĕн ертÿçине С.Ю. Катуковпа иртнĕ тĕл пулура сăмах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне йĕркелесси тавра пулчĕ. Мĕн тумалла вырăнти бюджет йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен; Çак тата ытти хуравсене тупма тăрăшрĕç вĕсем.
Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республики Представительствинче РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Представителĕпе Г.С. Федоровпа тĕл пулса калаçрĕç.
Делегаципе йĕркеленĕ тĕл пулусем хыççăн пирĕн район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов халăхсем хушшинчи ыйтусмпе ĕçлекен комитетăн председателĕпе К.И. Косачевпа тĕл пулчĕ. Калаçу тĕпрен илсен Муркашри культурăпа сывлăха çирĕплетмелли центра хута ярасси пирки пулчĕ. Константин Иосифович асăннă центра хута ярассинче Муркашсене пулăшма шантарчĕ. Павел Семеновпа уйрăммăн иртнĕ тĕл пулура депутат Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» халăх коллективне Венгрие кайса килме пулăшасси пирки пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикинчен кайнă делегаци Кремльте экскурсире те пулчĕ.
Асăннă ĕçлĕ тĕл пулусем пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерме ыйтсан, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çапла хуравларĕ:
- Çакăн пек тухса çÿрени питĕ вырăнлă. Çакă Патшалăх Думин депутачĕсемшĕн те, пирĕншĕн те усăллă. Пĕр-пĕр саккуна йышăниччен унăн проектне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсемпе тĕл пулса калаçни, пирĕн шухăшсене пĕлсе вĕсене саккун хатĕрленĕ чух шута хуни çав тери кирлĕ. Çакă вĕл е ку саккуна йышăннă хыççăн кайран улшăнусем кĕртессинчен хăтарать.
Çавăн пекех Патшалăх Думин депутачĕсем çак ыйтусемпе хăйсем те вырăна тухни, унти шухăша пĕлни питĕ кирлĕ,- терĕ Юрий Александрович.