Моргаушский муниципальный округ

Ял хуçалăхне специалистсем кирлĕ

 

«АПК аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртме ял хуçалăх сферине 30 пин ытла çамрăк специалист кирлĕ. Чăннипех те, кадр ыйтăвĕ паян та тĕп вырăнта. Анчах та çамрăксем яла юласшăн мар. Çапла майпа çынсем те, ялсем те ватăлаççĕ. Çавăнпа та асăннă наци проекчĕн 3-мĕш енĕ спецалистсене валли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă. Анчах та агропромышленность комплексĕ татса паракан плансене палăртиччен паян ку тĕлĕшпе çĕршывра лару-тăру епле пулнине пĕлни кирлĕ. Кăçал июль уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçăлăх çыравĕ шăпах çак ыйтусем çине те хурав парĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вăхăтĕнче тултарса çырма паракан 4 тĕрлĕ хутран виççĕшĕнче «ĕç ресурсĕсем» текен пай пур. Çыравçă ял хуçалăх предприятийĕсенче унта пĕлтĕрхи тата кăçалхи ялан тата вăхăтлăх ĕçлекенсен йышĕпе çеç интересленмест. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем миçе çын-сехет тунипе те, ĕçлекенсенчен миçе хĕрарăм, миçе арçын, вĕсем миçе çулта пулнипе те кăсăкланать. Çавăн пекех - вĕсен пĕлÿ шайĕпе, хыççăн ĕçе вырнаçнипе те. Ертÿçĕрен вара унăн ĕç стажĕ тата ял хуçлăхĕнче мĕн чухлĕ ĕçлени пирки те ыйтаççĕ.

Çырава йĕркелекенсене çавăн пекех ялти инфраструктура шайĕ те интереслентерет. Çулсем епле, электричествăпа, ăшă сечĕсемпе усă кураççĕ-и, шыв, газ, тата телефон çыхăнăвĕ пур-и;

Çак халь çеç  асăннă информацие тĕпе хурса çеç патшалăх аграри  политикине йĕркелеме пултарать. Раççей Президенчĕ В.В. Путин сăмахĕсемпе каласан, аграри политикин тĕллевĕ - Раççейри яла экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă тата инвестици енчен илĕртÿллĕ тăвасси.

Апла пулсан, хамăрăн пуласлăх епле пуласси эпир Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вăхăтĕнче паракан тĕрĕс те тулли хуравсенчен нумай килет.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться