Вилĕмпе куçа-куçăн
2006 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Ку енĕпе хушу та кăларчĕ. Çитĕнекен ăрăва таса та ырă чунлă, кăмăллă ÿстерес килет. Ку тĕлĕшпе аслисен ырă тĕслĕхĕ яланах вĕрентсе пынă, вĕрентĕ те.
Кам-ха вăл Е.Г. Борисов;
Тăван халăхăмăр кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 61 çул çитнине паллă турĕ. Тăватă çул вутпа çулăм, вилĕмпе пурнăç хушшинче тăнă, çĕнтерĕве туптанă. Ирсĕр тăшман пульли тек ан лектĕрччĕ хăйĕн ачине, мăнукне тесе кĕрешнĕ кашни салтак, фашиста йăвине çитсе лăчăртанă. Анчах... Шел пулин те, мăнуксен те тăшман пульли мĕн иккенне пĕлмелле пулса тухрĕ, авă. Катăкуй каччин Евгений Германович Борисовăн пурнăç çулĕ те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр пулчĕ. Фашистсене çапса аркатни 55 çул иртнĕччĕ ĕнтĕ. Шăпи çапла пÿрнĕ: Чечня.
Женьăн аслашшĕ Иван Борисович, ват кукашшĕ Григорий Федорович Федоров, куккăшĕсем Семен Николаевич Волков, Александр Николаевич Николаев, Алексей Васильевич Васильевпа Евграф Васильевич Васильев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Нумай итленĕ ача чухне Евгений вăрçă терчĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен. Куккăшĕ, Евграф Васильевич Васильев, 284-мĕш разведчиксен ротин сержанчĕ нимĕç фашисчĕсене хирĕç епле çапăçнине тарăхса аса илсе нумай каласа кăтартатчĕ. Аманнăскере вăрçă суранĕсем мĕн ĕмĕр вĕçĕчченех асаплантарса пурăнчĕç. Апла пулин те хастар тытатчĕ хăйне ветеран, ал ĕç ăсти, хуçалăхри платниксен бригадирĕччĕ. Женя çара кайнă çул çĕре кĕчĕ вăл. Ун сăмахĕсем çамрăкăн асĕнчех: «Çынна çирĕплĕх кирлĕ, хăрамалла мар, йывăрлăхсенче халăх ырлăхĕшĕн тăни - телей».
Инженери разведкине кайса хĕрÿ çапăçăва лексе вилĕмпе тăватă талăк кĕрешнĕ чухне Евгений Борисова 1941-1945 çулсенчи вăрçа хутшăннă тăванĕсен ырă тĕслĕхĕ вăй парса тăнă.
Евгений Борисов паттăрлăхĕ
Салтак ячĕ тухсанах Евгений Борисов Владикавказра тăракан çар чаçне лекнĕ. Çара кайичченех водителе вĕреннĕскере автомобиль шанса панă. Çулталăк çурă иртсен вĕсен мотострелоксен 693-мĕш полкне Чечняна илсе каяççĕ. Кунта вăл саперсен разведка батальонне лекет. 1999 çулхи юпа уйăхĕнче саперсен ушкăнĕ Бамут хули еннелле çул тытать.
- Хамăр вăрçăра пулнине кашниех туйса тăраттăмăр,- каласа парать Евгений,- Бамут ялĕ енне инженери разведки тума приказ пулчĕ. Бронетранспортерпа пилĕккĕн çула тухрăмăр. Броня çинче тавралăха сăнаса пыратпăр. Бронетранспортер çинче Женьăсăр пуçне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Евгений Пузырькин, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Алексей Димитриев тата старшинапа прапорщик пулнă.
Сасартăк чечен террорисчĕсем пур енчен те автоматсемпе гранотометсенчен пеме тытăнаççĕ. Пĕр ракета танка аркатать, салтаксем сывлăш хумĕпе тĕрлĕ еннелле ÿкеççĕ.
- Танк çывăхĕнче çурăлнă граната хумĕ пурсăмăра та çĕр çине ывăтса ячĕ. Эпир Урал каччипе Гусевпа юнашар ÿкрĕмĕр. Пуçа çĕклеме çук, чеченсем татти-сыпписĕр персе тăраççĕ. Тан мар çапăçу пулсан та, боевиксене çывăха ямарăмăр. Ман пĕр хам çумра кăна вăл вăхăтра 15 магазин патрон, пĕр гранотомет, алăпа ывăтмалли гранатăсем пулса. Чечен боевикĕсем пире чĕрĕлле илме çуккине ăнланчĕç пулас: кĕçех çапăçу чарăнчĕ. Парăнма хистесе кăшкăраççĕ, çапах та хăйсем çывăха килме хăраççĕ.
Эпир çĕре каç сĕмĕ хупличченех вырăнтан тапрантăмăр. Тĕттĕмленсен çапăçу вырăнĕнчен çывăхри сопка еннелле шуса кайрăмăр, йывăç тăрринче çĕр каçрăмăр. Тепĕр ирхине мăсăльмансем кĕлĕре чух вĕсен блиндажĕсем патĕнчен ирте-ирте кайрăмăр, анчах пурпĕрех засадăна лекрĕмĕр. Çапăçу вăхăтĕнче юлташăмпа уйрăлса кайнă. Кайран пĕлтĕм, вăл çав кунах хамăрăннисем патне тухнă-мĕн.
Çапах Евгений хамăрăннисем патне çитес шанăçа çухатмасть. Каç енне салтак тепĕр засадăна лекет. Хальхинче пĕчченех.
- Унчченхи засадăсенчех боеприпассен пĕр пайне пĕтернĕччĕ. Ку засадинче вара çитменнине çапăçу пуçламăшĕчех автомат стройран тухрĕ. Тарăхса кайрăм, анчах хăрани, парăнас шухăш пулмарĕ. Хăвăртрах алла гранотомет ярса илтĕм. Пĕрре пеме ĕлкĕртĕм çеç, сылтăм алла чавсаран амантрĕç. Мĕн тăвас; Каялла чакмалла, анчах юнашар тăшмансем. РГД граната кăлартăм та чекине шăлпа туртса кăларса сулахай алăпа боевиксем çине ывăтрăм. Инçех каяймарĕ граната, çавăнпах унăн ванчăкĕ пĕçĕрен лекрĕ. Çавах маххă парас темерĕм, тăтăм та пĕтĕм кĕлеткепе тепĕр гранатине вăркăнтартăм. Хамăн вара алăран та, ураран та юн юхать. Вăйсăрланса кайиччен гранатăсем ывăтнă вăхăтпа усă курса боевиксенчен тарса хăтăлма шутларăм. Май килчĕ. Хамăрăннисем патне вара манăн çул тата икĕ кун тăсăлчĕ -, аса илет вăл.
Çара уран, çĕрпе сăрт-ту хушăкĕсенче çыврăса тăн çухата-çухата, выçлăхпа кĕрешсе малаллах талпăнать Евгений. Тăваттăмĕш кунне хăйсен дивизийĕн разведчикĕсене тĕл пулать. Ĕçме-çиме çуккипе, юн кайнипе халтан кайнăскере разведрота салтакĕсем пирвайхи пулăшу параççĕ. Тамăкран хăтăлса тухнă чăвш каччи Владикавказ, Волгоград хулисенчи госпитальсенче сипленет.
Хăйĕнпе пĕрле пулнă юлташĕсем çинчен каярах пĕлет Женя. Саперсем пурте сывах юлнă. Прапорщик ÿтне 28 ванчăк тăрăннă. Хĕрлĕ Чутай каччи чеченсен тыткăнне лекнĕ, каярах ăна, Евгений Пузырькина, темиçе кунран террористсен виллисем улăштарнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Алексей Димитриев икĕ эрне хăмăшсем хушшинче выртнă, урисене шăнтнă.
Тăшман ункинче чухне те, унтан тухсан та Евгений Борисов пуçĕнче пĕр шухăш пулнă: «Цинк тупăкпа анне килне çитсе çывăх тăванĕсене хурлантарас марччĕ». Вилĕмпе тăватă талăк кĕрешнĕ Евгений Борисов. Кĕрешнĕ те çĕнтернĕ. Парăнман. Парăнма та шутламан. Хастар чун-чĕри, пурнăçа юратни хушман. Тăванĕсен, чăвашсен ятне ярас килмен. Çунатлă - вутлă чунĕ чăтăмлă пулнă, мал ĕмĕчĕ вăй панă.
Евгений Борисов ачалăхĕ
Евгений Борисов тĕп хулара 1980 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Çемьере виçĕ ывăлран асли. Женя 14 çул тултарсан ашшĕ Герман Иванович Борисов вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Людмила Гергиевна килĕшнипе Женьăна Муркаш районĕнчи Катăкуй ялĕнче пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕ Клавдия Григорьевнăпа Гергий Петрович хăйсем патне илеççĕ. Унччен те Женя кашни каникултах ялта канма юратнă. Виçĕ çул, çиччĕмĕш, саккăрмĕш, тăххăрмĕш классенче, Борисов Шетмĕпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕренет, 10-11 классене Тивĕшри вăтам шкула çÿрет, шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать.
- Женя пуринпе те часах пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Кăмăлĕ лайăхчĕ унăн, май пур чухне пурне те пулăшатчĕ,- аса илеççĕ пĕрле вĕренекенсем Наташа Павлова, Ирина Григорьева, Саша Волков.
- Шетмĕпуçĕнче Женьăна ачасем те, учительсем те хапăл туса йышăнчĕç. Чи пысăк класчĕ вĕсен, çирĕм улттăн. Женя сăпайлăхĕпе, çав вăхăтрах кăмăл çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăратчĕ. Спортпа туслăччĕ, футбол тесен тем пама хатĕрччĕ,- аса илсе каласа кăтартать класс ертÿçи пулнă Николай Прокопьевич Ильин, математика учителĕ.
Тивĕшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Евгений водителе вĕреннĕ. Çара кайиччен Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра конюх пулса ĕçлет Женя пĕр вăхăт. Лашасене юратнăран ĕçре киленÿ тупать. Кукашшĕпе кукамăшĕн, ĕçре ырă ят илнĕскерĕн сăмахĕсене яланах асра тытать: ĕçе тирпейлĕ ту, алăран кайтăр тесе мар. Саншăн пирĕн пит хĕретмелле ан пултăр. Аслисемпе аслă пек пул, ачасемпе ача пек. Çынпа ан тавлаш. Нихăçан та ан суй, ан ил çын япалине.
Ăша хывса çитĕнет Женя çак сăмахсене. Çара кайсан, тăшман ункине лексе амансан, каярах госпитальте сывалнă чух аса илнĕ-и вĕсен ырă сăнарĕсене, вĕрентнисене; Чунĕпе килтеччĕ.
«... Юратнă кукам, санăн тутлă кукăльна çиессĕм килет питĕ. Аннепе, сирĕнпе юнашар ларса чарăнми сăмахлассăм килет»,- çырать çырăвĕнче.
Çулталăк çурăран çырусем килме пăрахаççĕ. Аслисемшĕн виçесĕр куляну: «Пулнах темскер. Чечня-çке юнашар. Вăрçă!»
Людмила Гергиевна, Герой амăшĕ, çапла каласа парать: «Ывăлăм Чечняна лекнине пĕлмен эпир. Çур çул ытла çыру килменрен ăшăм вăркатчĕ. Унтах пуль, унсăрăн çыру çÿретмеллехчĕ. Владикавказра службăра тăнă чухне час-часах çыру çыратчĕ, хулана та, яла та. «Сана кулянтарас килменнипе çырма пăрахрăм»,-терĕ госпитальте тĕл пулсан.
Чÿк уйăхĕнче пĕлтереççĕ амăшне ывлăлĕ госпитальтине.
- Суранĕсем йывăр пулсан та - Женя чĕрĕ! Çакă вăй-хăват кĕртрĕ,-аса илсе каласа парать вăл халĕ. - Çийĕнчех госпитале çул тытрăм. Ывăлăм чĕрĕ иккенне пĕлсен манран телейли те çукчĕ çĕр çиче.
... «Чĕрĕ иккенне пĕлсен». Иккĕмĕш хут туять çакна амăшĕ. Ултă çул каялла пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза кĕрекен ялсенче пурăнакансем район центрĕнчен таврăннă. Муркашран яла çитмелли çула юр хÿсе латрнă пирки (хăватлă тракторсем çула уçса пĕтерме пултарайман, çил-тăман çав тери вăйлă ахăрса кайнă) ирĕксĕрех тавра çулпа каймалла пулнă. Шупашкар районĕнчи Явăш ялĕ тĕлĕнче инкек кĕтессе никам та шухăшламан. Автобус водителĕ çил-тăман вĕçтернипе васкамасăр пынă, хирĕç килекен машинăсем темиçе метртан çеç курăнаççĕ. Сасартăк автобус çине йывăр тиевлĕ КамАЗ пырса тăрăннă. Водитель тата çичĕ пассажир пурнăçран уйрăлаççĕ. Хыçра ларса пыракан Женя Борисов автобус чÿречинчен тухса ÿкет. Турă упраса хăварать ăна. Автобусран тимĕр-тăмăр купи çеç тăрса юлнă.
Вилĕмпе куçа-куçăн икĕ хут тăрса икĕ хутчен те сывă юлать Евгений. «Кĕпепе çурланă» теççĕ кун пеккисем пирки.
Геройăн пурнăçĕ паян
Халĕ Женя Шупашкарта пурăнать. Авланнă. Мăшăрĕ Елена Владиленовна та Шетмĕпуç шкулĕнче вĕреннĕ. Халĕ Чăваш педагогика университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Психолог. Евгений вара Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче вĕренет. Икĕ ача ÿстереççĕ Евгенипе Елена - Максимпа Милена. Вĕсен Короленко урамĕнчи хваттерĕнче яланах килĕшÿ, савăнăç, телей хуçаланать. Тăванĕсем, тус-юлташĕсем, пĕрле çарта пулнисемпе пĕрле вĕренекенсем час-часах килеççĕ хăнана. Кашнинчех Раççей Геройĕн сăпайлăхĕпе тараватлăхĕнчен тĕлĕнеççĕ, савăнаççĕ вĕсем телейлĕ те тăнăç пурнăçпа пурăннишĕн.
Чăваш правительстви парнеленĕ «Ока» автомобиль час-часах тăван Катăкуйне çул тытать. Женьăпа - Егений Германовичпа унăн çемйи Шетмĕпуçсемшĕн яланах кĕтнĕ хăна. Час-часах Шетмĕпуç, Тивĕш шкулĕсенче пулаççĕ.
- Çитĕнекен ăру хăюллă та паттăр ÿстĕр. Эпир асаттесемпе ват куккасен вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе хавхаланса ÿснĕ, вĕсем пирĕншĕн юн тăкнине ăша хывнă. Эпĕ çамрăк тусăмсене тĕл пулсан кашнинчех хамăн çапăçури туссен хастарлăхĕ çинчен каласа паратăп. Ан ялкăштăр çĕр çинче вăрçă вучĕ. Ан пĕлтĕр ача-пăча нихăçан та вăрçă шавĕ мĕн иккенне. Этем çĕр çине пурăнма çуралать, савăнса пурăнма. Телей сунатăп пурне те,- тет Евгений Борисов, çапăçури паттăрлăхшăн Раççей Президенчĕн аллинчен Ылтăн Çăлтăр орденне илме тивĕç пулнăскер. В.В. Путин 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче алă пуснă Указра çапла çырнă: «Çурçĕр Кавказ регионĕнчи хĕç-пăшаллă формированисене пĕтерме хутшăнса хăюлăхпа патăрлăх кăтартнăшăн Евгений Германович Борисова, рядовоя, Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне парас».