Моргаушский муниципальный округ

Вăл Христоса тĕне кĕртнĕ

 

Мускав тата Раççей Патриархĕ II Алексий пил панипе кĕçех, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин тĕп хулине Мускавран Çÿлти Аслă  Хăватăмăра ĕненекенсен тепĕр сăваплă - Христос умĕн килнĕ Иоанн Предтеча, Турра Иордан шывĕнче тĕне кĕртнĕ пророкăн типмен алли килсе çитмелле. Шупашкарта вăл икĕ талăк пулать. Аэропортран ăна Введени соборне çурран утса йăтса çитерме палăртнă. Епархи управленийĕн пресс-секретарĕ Сергий атте пĕлтернĕ тăрăх, Иоанн пророкăн аллине тĕп храма вырнаçтараççĕ, ун патне пуç тайма килекенсене талăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те пĕр чарусăр кĕртеççĕ. Иккĕмĕш талăкĕнче ăна çав майпах Екатеринбург хулине ăсатаççĕ.

Чăннипе çветтуй çул çÿревĕн малтанхи маршрутĕнче ăна Шупашкара илсе çитерме пăхман, анчах Югослави патшалăхĕнчен пайланса тепĕр çĕнĕ çĕршыв пулса тăнă Черногори сербĕсем (вĕсен Чăваш Енри диаспори) çине тăнипе сăваплă алă (вăл шăпах çак çĕршыври мăнастирте упранать) çулне пирĕн республикăна «пăрнă». Епархи управленийĕ Йошкар-Оларан, Чĕмпĕртен тата Атăлçи регионĕнчи ытти хулапа хутлăхран Турра ĕненекенсем нумай килессе кĕтет. Паллах, тăван республикăмăртан та сахал мар пулĕç унта.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться