Моргаушский муниципальный округ

Учительсене – 100-шер пин тенкĕлĕх преми

 

Июнĕн 1 – 15-мĕшĕсенче республикăра «Вĕрентÿ» наци проечĕн виçинче учительсенчен конкурс йĕркипе суйласа илме документсем йышăнаççĕ. Тивĕçлисене 100-шер пин тенкĕ параççĕ.

Раççейĕпе 10 пин чи лайăх учителе суйласа илеççĕ. Чăваш Республикинче – 112 педагога.

Конкурса эрнере 9 сехет е ытларах вĕрентеççĕ пулсан шкул директорĕсемпе вĕсен çумĕсем те хутшăнма пултараççĕ.

Июнĕн 10-мĕшĕ тĕлне  республикăри 100 учитель документсем ярса пачĕç.

Документсене Чăваш республика вĕрентÿ институтне (221 пÿлĕм) тăратмалла. Адресĕ: Шупашкар хули, Горький проспекчĕ, 5 çурт.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться
;