Тунсăх юрри
Тăманлă сивĕ ирхине,
Манран пин çухрăм аякра,
Йăтса эс икĕ шыв витри
Анатăн пулĕ çырмана.
Утатăн эсĕ васкаса,
Шап-шурă юр кăчăртатать.
Куççÿль пек шывĕ тумланса
Витре хĕри кăшт пăрланать.
Сан вăрăм кĕрĕк аркине
Туллать хаяррăн çил ачи.
Нар пек хитре питÿ çине
Ÿкет ахах пек юр пĕрчи.
Тăманлă сивĕ ирхине
Анатăн эсĕ шыв ăсма.
Ман ăшă юр пĕрчи пулса
Ÿкесчĕ сан туту çине.