Моргаушский муниципальный округ

Сывă чухне сипленмелле

 

РФ ятарлă медицина страховани фончĕ тата РФ социаллă страховани фончĕ  ĕçлекен граждансене диспансеризаци тума каякан тăкаксене саплаштарасси çинчен пĕрлехи приказ кăларнă.

«Сывлăх» наци проекчĕ 35-55 çулсенчи ĕçлекен граждансен сывлăхне тĕрĕслеме палăртать. Çакă пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе пулать, çынсен тÿлемелле мар.

Сиенлĕ производствăра ĕçлекенсене тĕрĕслеме палăртаççĕ. Тĕрĕслеве вара бюджетниксенчен пуçлаççĕ.

Мĕншĕн 35-55 çулсене илнĕ-ха;  Çакă вăй питти вăхăт шутланать. Чирсем те çак тапхăрта палăрма пуçлаççĕ.

Çак çулсенчисем пирĕн çĕршывра 14 миллион çын. Кăçал 4 миллионне пăхасшăн. Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсене кĕтеççĕ.

Çитес çулта диспансеризаци ирттерме патшалăх укçа-тенкĕне кăçалхинчен икĕ хут ытларах - 4 миллиард тенке  яхăн - уйăрать


22 июня 2006
00:00
Поделиться
;