Паха апат хатĕрлеççĕ
«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» патшалăх унитарлă предприятийĕ производствăна аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет. Çăмарта тата аш-какай туса илесси çулсеренех ÿссе пырать. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче кунта пĕтĕмпе 18 миллион та 670 çăмарта илнĕ. Çак кăтарту, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 21,9 процент ÿснĕ. Чăхсен пĕтĕмĕшле ÿт хушаслăхĕпе аш-какай хатĕрлесси те пĕлтĕрхинчен самаях пысăк.
Предприяти хăй туса илнĕ продукцине Шупашкарти суту-илÿ организацийĕсенче çеç мар Тăван çĕршывăмăр тĕп хулинче - Мускавра та сутать.
Коллектива депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Николай Григорьевич Венеркин чылайранпах ăнăçлă ертсе пырать. Предприяти пур енлĕн те кал-кал аталанса, тĕрекленсе пытăр тесе сахал мар тăрăшать.
Ÿсĕмсен çăлкуçĕ мĕнрен килни пирки сăмах хускатсан, директор çапла пĕлтерчĕ:
- Кунта вара нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Чи малтанах, кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе йĕркелени кирлĕ. Зооветеринари требованийĕсене пăхăнса чăхсене тулли рационпа тăрантарнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çав тĕллевпе вĕсене паха та тутлăхлă апатпа çулталăкĕпех ытлăн-çитлĕн тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Чăх-чĕп пăхакансем вĕсемпе тирпейлĕ те туллин усă курса, продукци ытларах туса илессишĕн вăй хураççĕ. Çакна кура - ĕçри ăнăçу та...
Çапла, кулленхи ĕç кал-кал пырасси апат бази çирĕп пулнинчен те чылай килет. Çакна асра тытса, фабрика коллективĕ чăхсем валли паха апат ытлă-çитлĕ хатĕрлес енĕпе те тăрăшать. Çав тĕллевпе райиона курăк çăнăхĕ те кĕртнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене авăртса çулсеренех 300-350-шар тонна гранула хатĕрлеççĕ.
Çак кунсенче кунта «симĕс ĕççи» пуçланчĕ. Илья Васильевич Албутовпа Юрий Александрович Семенов механизаторсем хăйсене шанса панă КПК-2,4 агрегетсене нумай çул ÿсекен курăксене çулса вĕтетме илсе тухрĕç. Техника юсавлă ĕçлетĕр тесе тимлеççĕ вĕсем. Çакăнта ĕççи хăвăртлăхĕ тата пахалăхĕ те. Карачкасси çывăхĕнчи уйра люцерна ăнса ÿснĕ. Тамара Витальевна Каликова агроном çулнă çĕрте пулнă май, çакăнпа кăмăллă.
- Нумай çул ÿсекен курăксем пĕтĕмпе 80 гектар йышăнаççĕ. Ешĕл масса савăнтарать. Кăçал та чăх-чĕп валли паха апат сахал мар хатĕрлеме условисем тивĕçтереççĕ, пĕлтерет агроном.
Çулса вĕтетнĕ ешĕл массăна Сергей Владимирович Красновпа Михаил Герасимович Лебедев водительсем чăх-чĕп фабрики çывăхĕнче вырнаçтарнă АВМ-0,65 агрегат патне турттараççĕ. Кунта вара ăна Юрий Михайлович Клюшковпа Борис Алексеевич Павлов тата Николай Васильевич Вишнев машинист-операторсем типĕтсе авăртаççĕ, гранула хатĕрлеççĕ. Çак ĕçре вĕссем чылайранпах вăй хураççĕ, паха апат хатĕрлессишĕн ответлăха туйса тăрăшаççĕ.
- «Симĕс ĕççине» тухнăранпа 35 тонна гранула хатĕрлерĕмĕр. Кăçал та вăл нумайрах пултăр тесе ĕçлетпĕр, тет Ю.М. Клюшков машинист-оператор, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
АВМ-0,65 агрегат пĕр тикĕс ĕçлет. Уйран ешĕл масса килсех тăрать. Ăна вăхăтроа тирпейлеме кунта ĕçе икĕ сменăна йĕркеленĕ. Пĕр вăхăтлăха та ĕç шавĕ чарăнмасть.
Производствăн механизацилес енĕпе ĕçлекен цех начальникĕ Ардальон Нектарович Иванов апат хатĕрлекенсем патĕнчех темелле. Выльăх апачĕ хатĕрлесе хутшăнакан техника епле ĕçленипе интересленет. Кирлĕ вăхăтра пулăшу парать.
АВМ-0,65 агрегата çутçанталăк газĕпе усă курса йĕркеленĕ.
- Çакă ĕç тухăçлăхне самаях ÿстерме май пачĕ,- тет А.Н. Иванов.