Моргаушский муниципальный округ

Н. Федоров Республикăри Массăллă Информаци Хатĕрĕсен Редакторĕсемпе журналистсен тĕл пулăвĕнче Каланинче

 

- Паян эпĕ пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне граждансене патшалăх пулăшăвĕ тата социаллă хÿтлĕх парасси çинчен Указа алă пусрăм.

Ку йышăнăва тума çакă хистерĕ, 2006 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тарифĕсем ÿсни, федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн халăх çав пулăшусемшĕн 100 проценчĕпех тÿлеме тытăнни, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительстви 2005 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче 541№ «Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли федераци стандарчĕсем çинчен» тунă йышăну граждансен умне пулăшусемшĕн тÿлес ĕçре пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ку вăл пĕччен пурăнакан пенсионерсене тата сахал тупăш илекен граждансене уйрăмах пырса тиврĕ, вĕсен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлесси 2005 çулхи шайран 150-160 процент ÿсрĕ.

Чăваш Енри çак категорири граждансене пулăшас тĕллевпе эпĕ Министрсен Кабинетне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлес ĕçре граждансене социаллă пулăшу памашкăн (Республика кунĕ ячĕпе парне пултăр) чи кĕске хушăра хушма мерăсем йышăнма хушрăм.

Указа пурнăçа кĕртнипе çакăн пек пулăшу илекенсен йышĕ икĕ хут ÿсет, 46 пин çемьене çитет. Вĕсем кăçал 230 миллион тенкĕрен кая мар перекетлеççĕ, çав укçана, Указпа килĕшÿллĕн, республика бюджечĕ ÿсет. Çав хушăрах влаçăн муниципалитет органĕсен социаллă хÿтлĕх кирлĕ граждансем тÿленĕ укçана кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тепĕр хут шутласа пама тивет.

Урăхла каласан, Указ хăйĕн каяллахи вăйне таврăнать


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться
;