Моргаушский муниципальный округ

«Мускавсем Муркашсене «Юрату тумламне» парнелерĕç

 

ЧР Президенчĕн Н.В. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2006 çул - ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ. Чунлăх ыйтăвне малти вырăна хуни - ахальтен мар, мĕншĕн тесен эпир мĕн тăватпăр - йăлтах пирĕн шалти чун-чĕре тĕнчипе çыхăннă, ĕмĕтсем те унтах çуралаççĕ. Эпир кăмăлтан вăй хурсан, ĕç те ăнать, пултарулăх та çунатне сарать.

Çак кунсенче вара пирĕн республикăра ЧР Президенчĕн  Н.В. Федоровăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна йĕркелесе ертсе пынипе Мускаври ăс-хакăлпа чун юхăмĕн «Юрату тумламĕ» ушкăнĕ ыр кăмăллăх концерчĕсем лартать. Иртнĕ  юн кун вара асăннă  ушкăн Светлана Юрьевнăпа  пирĕн районта пулчĕç. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ырă йăла-йĕркесен залĕнче пĕр сехет ытларах пынă концерт пĕр самантрах иртрĕ тейĕн. Ушкăнра юрлакансем юррисене хăйсем çырнă, хăйсем кĕвĕленĕ пĕрремĕш юрăран пуçласах куракансен чун-чĕрене тыткăна илчĕç. Вĕсемпе куракансен хушшинче тÿрех сăмахпа каласа ăнлантарайми ăнланулăх, тăванлăх кĕперĕ хывăнчĕ. Чунлăх, юрату пытаннă юрăсенчи кашни сăмахĕпе нотинче çеç мар, юрăçсен кашни хусканăвĕнче те. Хăйсем çак туйăмпа çунса тăраканскерсем пĕр хăйсем залра çакăн пек лару-тăру туса хурса, кашни çине ыттисенчен кĕтекен çак туйăмсене те ыттисене памалла текен туйăма чĕртрĕç.

Чăваш Енте кăçалхипе 3-мĕш хут пулакан «Юрату тумламĕ» ушкăна пуçтарăннине çапла  ăнланарчĕç.

- Чи малтанах эпир пурнăçра сиксе тухнă йывăр проблемăсене татса парас тесе тĕл пулаттăмăр. Каярахрпа пирĕн йыш ÿссех пычĕ. Пирĕн хушăра тĕрлĕ професси çыннисем, тĕрлĕ шухăшлă, шанăçлă çынсем. Пыра-киле хамăр хушăра çакăн пек ушкăн йĕркелесси талантсем пулнине асăрхарăмăр. Çапла çуралчĕ «Юрату тумламĕ» ушкăн.

Вĕсене вара пурне те юрату пĕрлештерсе тăрать: пурнăçа юратни, çынсене юратни, пĕр-пĕрин хутшăнăвĕнче чăтăмлă пулни.Чун ман юрлать, вăл тунсăхлать, шав малаллах вăл вĕçтерет. Анчах та хальлĕхе ăна никам та тупма пултарайман.

 Чун-чĕрене тыткăнлаççĕ çак сăмахсем. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен сиккипе  чупакан пурнăçра эпир чунлăх пирки мансах çынна кÿрентеретпĕр. Пирĕн кăмăла хуçаççĕ. Кашнине çывăх иккен вăл чунлăх туйăмĕ.

Кĕтмен çĕртен сиксе  тухнă инкек, пĕтĕм ĕмĕте  салатнă чух, «Юрату тумламĕсем» юрланă пек, эпир, хамăр вăй пĕтсе çитсен, ытти вăйсенчен, çÿлти вăйсенчен пулăшу ыйтса кĕлтăватпăр.

Асăрханă ĕнтĕ эсир: пĕрисем пур-çукшăнах кулянаççĕ. Çумăр çусан та, ах унччен çумласа ĕлкĕреймерĕм тесе кулянаççĕ. Чунпа татăлма кирлĕ мар. Хĕвел татах йăл кулать. Тав, пархатарлăх туйăмĕ пулмалла пирĕнте. Теприсем яланах хавас кăмăллă, ĕçĕ те ăнсах пырать вĕсен. Мускаври хăнасем шăрантаракан юрăри пек каласан, çапла пулма пулăшнăшăн  тав тума пĕлмелле.

- Пирĕн тĕллев - юрату мĕн иккенне пĕлесси. Кашни çын пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăнланса пырать: мĕн вăл çĕршыва юратни, ачасене юратни, мăшăра юратни... Хăçан та пулин çак туйăмсем пĕрле мĕнле хăватлă пулнине эпир туятпăрах,- теççĕ  ыр-кăмăллăх концертне лартакансем.

Вĕсем юрлакан тепĕр юрăри сăмахсемпе каласан, пирĕн пирĕштисем пире сыхлаççĕ, пире юрату тумламне парнелеççĕ. Пирĕн хамăра юратма вĕренесчĕ, ыттисем çинчен кирлĕ-кирлĕ мара калаçас марччĕ. Юрату парнелесчĕ...

Концерт вĕçленчĕ. Чăннипех те, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов палăртнă пек, кунта хушса калама та йывăр.

- Тавах сире çак чун-чĕрене пырса тивекен тĕлпулушăн. Эсир пире парнеленĕ юрату тумламĕшĕн,- терĕ Юрий Александрович. Унтан çапла хушса хучĕ:

- Чăннипех те, пирĕн кулленхи пурнăçра та пĕр-пĕринпе çывăх пулма тăрăшмалла. Хамăра хамăр çак ыйтăва парсан та пăсмасть пуль: «Мĕншĕн эпир çак çĕр çинче; Ун пĕлтерĕшне туйса, хамăр хыççăн ырă йĕр хăварма тăрăшмалла.

Çавăнпа пĕрлех район пуçлăхĕ пĕр вăрттăнлăха уçса пачĕ:

- Ытти çулсенче çулталăк вĕçленес умĕн çитес çула мĕне халалланине пĕлтеретчĕ Николай Васильевич.  2006 çул умĕн çакăн пирки асăнмарĕ. Светлана Юрьевна, эсир ăс-хакăлпа чунлăха аталантарас ĕçе йĕркелесе ертсе пыни хăех витĕм Николай Васильевич çине Эсир витĕм кÿнине çирĕплетет. Тавах сире,- терĕ Юрий Александрович, президент мăшăрне Светлана Юрьевнăна. Юрăçсене вăл Муркаш тăрăхĕнче пулнине асилтерме «Муркаш районĕ: уявсем,  йăла-йĕркесем» кĕнекене парнелерĕ.

Чăннипех те, ырă çынсем кĕрсен пÿлĕм те çуталать. Кашнин чун-чĕринче юратун пĕр тумламĕ те пулсан пултăрччĕ. Вара пÿлĕм çеç мар пĕтĕм тĕнче çуталĕччĕ. Эппин, хамăртан килнине тăвасчĕ пирĕн, пĕр-пĕрне каçарма,  юратма пĕлесчĕ. Ырă сунасчĕ пĕр-пĕрне.



22 июня 2006
00:00
Поделиться