Моргаушский муниципальный округ

К. Косачев: Чăваш Республики - шанчăклă, ответлă партнер

 

Майăн 31-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш  вĕрентÿ институтĕнче «Чăваш Республикинче  «Пĕрлехи Раççей» партийĕн идеологи ĕçне йĕркелесси тата агитаципе пропаганда ĕçĕн модельне реализацилесси» темăпа семинар иртрĕ. Партин Федераллă совечĕн Президиумĕн членĕ, Патшалăх  Думин  чикĕ тулашĕнчи ĕçсен Комитечĕн ертÿçи Константин Косачев, ĕç тата социаллă политика Комитечĕн  членĕ Фарида Гайнуллина пресс-конференци ирттерчĕç.

К. Косачев çĕршыври регионсенчен уйрăмах Чăваш Республики РФ Президенчĕ Федераллă  Пухăва  янă Çырура кăтартнă пек тухăçлă тата  малашлăха  пăхса ĕçлесе пынине  палăртрĕ: Малтисен  йышĕнче ялан Чăваш Республикине асăнаççĕ,  республика - шанчăклă тата ответлă партнер. «Шупашкар - Мускав» çыхăну икĕ майлă та ăнăçлă ĕçлет, терĕ парламентарий. Чăваш Республики влаçăн федераллă органĕсенче те, Патшалăх Думинчи «Пĕрлехи Раççей» фракцире те пулăшупа ăнлану тупĕ.

К. Косачев ЧР Патшалăх Канашĕнчи «Пĕрлехи Раççей» партийĕн членĕсенчен йĕркеленĕ депутатсен ушкăнĕпе килĕштерсе ĕçленине те палăртрĕ: Республикăри Патшалăх Канашне çитес суйлавра партин регионти уйрăмĕн членĕсем ытларах суйлансан (вăл кун пирки иккĕленмест) икĕ енлĕ çыхăну тата активлăрах ĕçлемелле, терĕ К. Косачев.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться
;