Моргаушский муниципальный округ

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ

 

Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне граждансене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен

Граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатас, вĕсене паракан социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:

1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:

пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме паракан субсидисене шутласа кăларма усă куракан, граждансен лару-тăрăвне лайăхлатакан республика стандарчĕсене палăртмалла:

федерацин ĕç тăвакан влаçĕн тивĕçлĕ органĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу  ĕçĕсемшĕн  граждансем тÿлекен виçе улшăнăвĕн чи юлашки индексĕсене палăртас енĕпе тĕплĕ сăлтавланă расчетсем тата федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикин республика бюджетне  паракан укçа-тенкĕ пулăшăвне пайлассине шутлама кирлĕ пуçламăш кăтартусем çумне сĕнÿсем памалла:

2. Вырăнти хăй тытăмлă органĕсене организацисем паракан çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене муниципаллă пĕрлĕхсенче пурăнакансем илекен социаллă хÿтлĕх шайне сыхласа хăварма кирлине шута илсе палăртма сĕнес:

3. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров.

Шупашкар, 2006, çĕртме, 9. 48 №.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться
;